Тимĕр шапа

Галкин Александр Алексеевич
Кӗлетки – лаптак тукмак,
Урисем – çавра тукмак.
Кӑштӑрт-кӑштӑрт шутарса,
Чӑштӑрт-чӑштӑрт тутарса,
Сӳрӗккӗн аран утать;
Тем шырать: кӑн-кан пӑхать.
Тимӗрех çав тимӗркке, –
Ватӑ çын пек мӗшӗлкке.