Тилĕпе Ула курак

Светлая (Петрова) Елена Владимировна

Çăвать кăна япшар чĕлхеллĕ Тилĕ:

− Ула куракăм, эсĕ маншăн пурнӑҫ пилĕ!

Леш те юлсах каясшăн мар унран:

− Эс, Тилĕ тусăм, маншăн тăванран тăван.

Чунтан калатăп, хакли çук санран! −

Хайхискерсем пĕрне-пĕри ачашшăн

çупăрлаççĕ,

Пыл пек, çу пек сăмахсемпе мухтаççĕ…

Ват Чĕрĕп çак сăмахсене илтсен

Вĕсем патне йăкăртатса пырать хуллен.

− Пикемĕрсем,

сире ырă хыпар эп пĕлтерем:

Инçех те мар, шăп хамăр ĕшнерех,

Илемлĕх конкурсĕ пулать иккен,

Питех аванччĕ иксĕр те унта çитсен,

Пире талантăрпа тĕлӗнтерсен…

 

− Аха, − тет Тилĕ, − пит кĕттетĕм-ха куна,

Ку уявра, пĕлетĕр-и,

тивӗçлипе хак параççех мана!

Тăхта-ха, чим-ха, −

− тет ăна Ула курак, − унта

Эп пулмалла пĕрремĕш вырăнта!

Куна илтсессĕн Тилĕ тарăхса каять:

− Пĕрремĕш вырăнта? Ай, катемпи!

Мĕнле вăл калаçать?

Сан пек айван мала ăçтан тухать?

Тин çеç пĕрне-пӗри мухтакансем

Çапла сапма пуçларĕç сив хĕлхем.

Куракĕ Тиллине хăрăмпала сӑрлать,

Леш Курака çĕр чăтайми хурлать.

Тапранчĕ вăрманта шăй-шай,

Пур кайăк тĕлĕнсе кăна тăрать… Ай-ай!

Туссем, хăш чух илемлĕх вăййинчен çапла

Пулса тухать камитлĕ япала.