Тилĕпе Чĕрĕп

Тургай Ольга Николаевна

Тилĕпе Чĕрĕп

 

Çулла. Вăрманти сукмакпа Чĕрĕппе Тилĕ пыраççĕ. Хăйсем тахçанхи туссем пек пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхса тем çинчен кăмăллăн калаçаççĕ. Акă, çывхарсах пыраççĕ вĕсем, мĕн çинчен юмахланине илтме те пулать.

Асăрхаран-и, Тилĕ тус, çанталăк паян ытармалла мар, – тет Чĕрĕп.

Çапла-а, сăмах та çук ĕнтĕ, çанталăк лайăх, – хуравлать Тилĕ.

Пăх-ха, пăх, мĕнле илемлĕ чечек! Епле вăл черченкĕ! Эп халиччен кун пеккине курман, – тет сулахаялла тĕллесе Чĕрĕп.

Кун пеккине эпĕ те курман халиччен. Чăн та, пит хитре, – сăмах хушмасăр юлмасть Тилĕ.

Паян тата кайăксем те уйрăмах тăрăшса юрлаççĕ пек. Чăн-чăн концерт тейĕн, – çаплах çут çанталак илемĕпе киленет Чĕрĕп.

Çапла, кайăксем те паян уйрăмах... – выçă куçĕпе чеен пăхать Тилĕ çулташĕ çине.

Ах, мĕнле ырă! – чăтаймасăр аллисене сарса пăрахать Чĕрĕп, асăрхану çинчен мансах.

Çав вăхăтра Тилĕ Чĕрĕпе хап! ярса тытать те çисе ярать.

Вăт, халь мана та ырă. Чăнах та, кунĕ те паян лайăх, чечекĕ те илемлĕ, кайăксем те еплерех шăрантараççĕ... Эх, пурăнас килет! – тет хавхаланса хĕрлĕ тĕслĕ çамламас хӳре.

Тилĕ вăл чее чĕрчун. Унпа асăрхануллă пулмалла, унсăрăн вăл та сана, çут çанталăкпа киленекен пĕр айăпсăр Чĕрĕпе пĕтернĕ пек, пĕтерсе хума пултарать. Эс мĕн каланине вăл каçса кайсах тимлет пек, анчах хăйĕн пуçĕнче пач урăх шухăшсем. Çавăнпа та, ачасем, вăрманти сукмакпа Тилĕпе юнашар ан утăр. Вăрманне те пĕччен ан çӳрĕр.