ТИЛĔ

Галкин Александр Алексеевич

Вилнĕ пек выртать ав тилĕ,

Çывăрать пулас пит вирлĕ.

Читлĕхе лекмен пулсан,

Ирĕкре çÿрес пулсан,

Çывăрттарăн-ха ăна! –

Чăх тытмашкăн фермăна

Чупнă пулĕччĕ кăна!