Тетте хулара

Ижендей Николай Петрович

Чечек хули. Ем-ешĕл пыллăх.

Вĕлле çумне вĕлле - утар.

«Ӳркев пуссассăн пулмĕ ырлăх»,

Сĕрлеççĕ ĕçченсем хастар.

Çапла пыл хурчĕсем ĕçлеççĕ

Ир пуçласа сĕм çĕрлеччен,

Пылне пĕркенчĕкпе витеççĕ

Карас хутламĕ туличчен.

Хула урамĕнче ăнлантăм:

Ĕçлевçĕ ĕçчене савать.

Пылак пыла епле тутанмăн

Хуçи пулсассăн тарават.