ТЕЛЕЙ УÇÇИ

Афанасьев Алексей Андриянович


Сăвăлла юмах

Пĕрремĕш сыпăк

Сĕм каç хупларĕ уй-хире.
Аташнă уйăх çул шырать,
Вĕç-хĕрсĕр тарăн тӳпере
Чăма-чăма таçта тарать.
Çап-çутă çăлтăр шăхăрса
Персе анать, çĕтет таçта.
Хура мĕлки çине пăхса
Ларать пĕр çĕрĕк тунката.
Таçта-таçта, пит инçетре,
Çӳçентерсе çеçен хире,
Тапăртатать пĕр урхамах –
Килсе çитет кĕç-вĕç умах!
Аха!.. Йĕнер çинчи этем
Пуç тăрринче хĕç вылятать.
Хĕç таврана сапать хĕлхем,
Вут-çиçĕмле ялтăртатать.
Çынни чукун шĕлепкепе,
Кăкри хупланнă тимĕрпе.
Хăй çумĕнчех уххи, сăнни –
Ку кам? Мĕнле çĕршыв çынни?
...Инçе çул хыççăн çын канатъ,
Çĕре выртать вăл тăсăлса.
Пуç вĕçĕнче лаши тăратъ,
Ыр хуçине хуралласа.
Хир варринче таçти этем
Выртать пĕр сассăр, вилнĕ пек.
Айра пулсан çемçе çерем,
Ăна ма кирлĕ-ха тӳшек?
Пуç тăрринче тӳпе пулсан,
Кирлех-им чатăр паттăра?
Ун канăçне сыхлатъ кăлкан,
Ват тунката, хура тăпра...
Çур уйăхран лаша таканĕ
Тăвасшăн-шим каçхи тĕнче?
Лаша тустарнă çул тусанĕ
Палăраймасть ун çутинче.
Çул çӳресе ĕшеннĕ каччă
Мĕн иртнине аса илет, –
Иленчĕк шухăшăн çуначĕ
Таçти-таçти çĕре çитет:
Ваcкатчĕ вăл. Кĕтмен çĕртен
Вун икĕ пуçлă пĕр çĕлен
Çерем çине тухса выртать,
Тискерленсе унран ыйтать:
– Аçта каятăн? Мĕн тума
Килсе эс тухрăн ман ума?
Ху ăçтине, кам иккенне
Пĕлтер халь тамăк патшине! –
Пĕр харăсах вун икĕ саслăн
Шавлать, кулать тискер çĕлен.
– Тĕрĕссине каламасассăн,
Эс çакăнтах выртса вилен!
Куратăн-и эс, ав, лере,
Ман тĕттĕм, сивĕ тĕнчере,
Юнла вĕреççĕ хурансем,
Шалча çинче çын пуçĕсем...
Мана савса тайман пуçа
Кĕтет хĕç, шĕвĕртнĕ шалча!
Вун икĕ пуçлă çĕлене
Калать хăюллăн паттăр каччă:
– Ыйткаличчен камне-мĕнне
Мана сан сывлăх сунмаллаччĕ!
Вун икĕ пуçлă ху, çапах
Пĕлместĕн пирĕн йăлана.
Манран эс илтĕн чăн сăмах,
Суйса курман эп тăшмана.
Тĕрĕслĕхе хӳтĕлеме
Эп хатĕр, хатĕр çапăçма.
Çĕлен, эс килнĕ итлеме!
Итле эппин калавăма:
Ку çĕршывран инçе-инçе,
Тусен хĕвеллĕ питтинче,
Авалтанпах хула ларать,
Чапне пур таврана саратъ.
Çав хулара ларать аттен
Тĕп çурчĕ – шурă чул кермен.
Ас тăвасса мĕн ĕлĕкрен
Тăшман сăнни унта ӳкмен.
Вилес чухне мана аттем
(Мăнтарăн вилчĕ иртнĕ çул)
Пиллерĕ: «Ĕнтĕ сывă пул,
Кун çуллă пул эс. Эп сӳнем...
Ман вырăна халь эс юлан,
Çак çĕршыври патша пулан.
Ăстăн пухас пулатъ.
Тĕнче Ларать, ачам, ăс-пуç çинче».
Çапла каларĕ малалла:
«Этем юнне, ĕçне хакла.
Чăн-чăн ырри вăл пурнăçра –
Телейпеле татулăхра.
Вилетĕп эп... Ах, юлашки
Сăмахăм çакă пулĕ-ши?..
Ак ме, Керим, телей уççи!
Пул эсĕ ун маттур хуçи!»
... Пĕррехинче ту айĕнче,
Шур хуларан чылай инçе,
Эп куртăм вăрттăн пĕр путвал –
Ăна çын чавнă-тăр авал.
Ун таврашне пăхсан, куратăн:
Катмар юман тымарĕсем,
Çын йĕрĕсем, таканлă аттăн
Чулпа хăйраннă кĕлисем...
Сиссе ют çын çывхарнине,
Кăранклатса вĕçет çăхан.
Такам лаша пуç шăммине
Тирсе хăварнă туратран.
Темрен те хытă чул тăва
Епле ватайнă-ши этем?
Кама валли кун пек йăва
Тума пултарнă чулçăсем?
Çĕр пăтлă пысăк çăраççи
Çаклатнă тимĕр алăка.
Аçта-ха ман телей уççи?
Тен, путвала уçайĕ-ха?
Янранă пек каçхи вăрман,
Янрарĕ алăк йăн! та ян!
Яр уçăлчĕ вăл самантрах,
Пур тепĕр алăк шаларах!
Ку алăкне те уçрăм час,
Эп çитрĕм виççĕмĕш патне,
Темле старик ахлатнă сас
Тухать çак алăк тулашне.
Эп алăк уçрăм та, шалтан
Чăнлатрĕç сăнчăрем малтан,
Вара сухаллă ват старик
Килсе тĕренчĕ ман çума.
Чуна пăвса хăратрĕ шик,
Темле вăй хупрĕ куçăма.
Пуçа çĕкленĕччĕ çӳле:
Хăрушă çил ӳле-ӳле
Çывхарчĕ те ман паталла,
Ишсе пăрахрĕ путвала...
Старик сас пачĕ тӳперен:
«Сыхлан ман алă лекесрен!
Асап курас куну сан пур!
Эп – пусмăрсен патши Хĕнхур!»
Çапла эп тартрăм Хĕнхура.
Çĕршывăм юлчĕ пусмăра.
Ӳсмерĕ курăк улăхра,
Шыв типрĕ тарăн çырмара.
Шыв вырăнне куçран куççуль
Куллен-кунах юхатчĕ пуль.
Чăн чипертен чипер аппаçăм
Ман пурччĕ-çке пĕртен пĕрре.
Тĕрлетчĕ тĕрĕ ирĕн-каçăн
Садри хăй савнă кĕтесре.
Аришчĕ ячĕ ун, анчах
Ăна вăрларĕç кăнтăрлах.
Çухалчĕ вăл килти садра.
Эп кайнă пулнă сунара.
Çавăрттарса хула çине
Çил-тăвăл аннă хуп-хуран.
Çĕршер çулхи юмансене
Пăрса ӳкернĕ ураран.
Çынсем каларĕç: пирĕн кил
Тĕлне çитсессĕн çавра çил,
Çӳлтен сас пачĕ, тет, Ариш...
Çапла саланчĕ пирĕн йыш.
Килте эп юлтăм пĕр-пĕччен.
... Пуян Саркун çĕршывĕнче
Пур, тет, иккен хĕвел пики,
Ниçта çук, тет, çав хĕр пекки.
Ун ячĕ те хитре – Ели,
Сăн-питĕнче — хĕвел кулли.
Çавна, тет, пӳрнĕ пĕр мана
– Каятăп шырама ăна!»
Вун икĕ пуçлă хай çĕлен
Вун ик хаяр сассипелен
Пĕрре лăхлатрĕ те кулса,
Усал Хĕнхур патша пулса,
Каларĕ: «Эс иккен Керим!
Мăшăрланма васкатăн-им?!.»
Керим ура çине тăратъ,
Сывлăмпала çиçет çерем.
Кăвак лаша пĕр тулхăрать,
Кукалесе чавать çĕре.
Уçса Керим каяс çула,
Тĕтре чаршавĕ сирĕлет.
Хир кайăк юррипе тулать,
Тӳпе хăмач пек хĕрелет.

Иккĕмĕш сыпăк

Çил евĕр ыткăнать Керим,
Мăкăрланса вĕçет тусан.
Кăвакарать тĕнче хĕрри, –
Унта тусем, хура вăрман...
Яш çын юрлать хăй пынă май:
«Çулсем пит вăрăм-çке, ай-хай!..»
Кăвак лаша, ан тулхăрсам,
Часрах çитер çитес çĕре.
Кăтарт мана хальччен никам
Ачашлайман чипер хĕре!»
Пике патне васкать Керим,
Ун ĕмĕт пысăк çав тери!
Лаша вĕçет, ырмасть лаша
Йĕри-тавра вылять ăрша.
Çăл куçĕсем – таса шерпет,
Выртса ĕçмешкĕн ĕрехет!
Чупса иртсен кас-кас лĕп çил
Пăшăлтатать юман çулçи.
Ялкăшакан вăрман айне
Хăйса кĕмест хĕвел тĕрри.
Савăнтарса çул çӳрене
Янрать сар кайăксен юрри.
Вăрман шавлать, вăрман çаплах
Керим умне тăкать ахах.
Йĕс чĕлĕхлĕ хут купăссем
Хăйсем калаççĕ кĕвĕ-çемĕ!
Тĕнкĕлтетеççĕ кĕслесем,
Кам чарăнса тăрса итлемĕ?
Чипер черкке пек чечексем
Юрăсемпе тулса лараççĕ,
Ниçта пулман телей, илем
Кунта пурри çинчен калаççĕ.
Керим нимскер тума пĕлмест:
Мĕнле çĕршыв ку, хăш патшалăх?
Çын пурăнни ма сисĕнмест?
Аçта кайса çухалнă халăх?..
Пуç тĕлĕнчи пан улмине
Керим татса илме тăратъ,
Анчах та... çимĕç вырăнне
Юман çăпанĕ сулланать!
Çут кӳлĕре шур пĕлĕтсем
Ишеççĕ тӳпери пекех,
Пуç хĕрлĕ ӳкнĕ йывăçсем
Çĕртисенчен те хитререх.
Шур акăшсемсĕр мар ку кӳлĕ –
Ишеççĕ иккĕн ик енчен.
Шыв хĕрринче мăнаçлă, çӳллĕ
Ларать шап-шурă чул кермен.
Пăхма та хăяс çук чипер,
Çап-çутă çăлтăрлă тăрри.
Кӳлли урлах каçать кĕпер,
Эреш-мерешлĕ ун тĕрри.
Кермен тавра ахах карта,
Карта тăрри – шур çăмарта.
Ларать ир-каç çăвар карса
Çĕр ăмăрт кайăк çавăнта.
Кӳлли енне тухма хапха,
Вăл чĕнтĕрлĕ – епле паха!
Ун ик енче ик арăслан,
Ука çилхеллĕ, йĕс чĕрнеллĕ.
Ют çын кунта кĕме тăрсан,
Унран юлайĕ юн кĕселĕ.
Керим путмарĕ шухăша,
Пĕрре хистерĕ те, лаша
Тапса çеç сикрĕ çӳлелле,
Тĕл пенĕ сăнă темелле!
Ак çитрĕ вăл кермен умне,
Кăшт лăплантарчĕ хăй чунне.
Кĕç çитмĕл çичĕ алăк харăс
Чăри-чари уçăлса кайрĕç.
Умра пике тăрать иккен,
Вăл сиввĕн çаврăнса пăхать,
Сăмах патне каймасть кивçен,
Тӳрех хăюллăн калаçать:
– Мĕнле ман икĕ арăслан
Сана ирттерчĕç хапхаран?
Çук санăн ӳтӳнте суран,
Эс тĕрĕс-тĕкеллех куран.
Анчах та лайăхрах пăхсан,
Хăй тăванне паллать тăван.
«Керим!», «Ариш!» тесе вара
Ик чун йĕрĕт пĕр ытамра.
Таçтан вăрланă аппăшне
Тĕл пулчĕ-çке Керим тинех.
Асăнмалли вĕсен сахал-и,
Пĕр сӳтĕлсен сăмах çăмхи?
Тĕп кил хуçи ăçта-ши халĕ –
Чипер Аришĕн упăшки?
Вăл – ăмăрт кайăксен патши,
Çунатлă та хастар Куракăш.
Вăл ташласан, эрне хушши
Çил ахăрать, тет, акăш-макăш.
Çынна сиен кӳрет-и, çук-и? –
Ăна Ариш пĕлмест, илтмен.
Тӳпе хуçи хăватлă, шухă, –
Вăйне илет-мĕн çилсенчен.
Вăрман каш-каш кашларĕ те,
Çил кĕчĕ варкăшса пӳрте.
Çил хыççăн курăнчĕ этем,
Вутла çунаççĕ куçĕсем.
– Ай-хай, кунта этем шăрши.
Мĕн хыпарпа вăл килнĕ-ши?
Ариш калать упăшкине:
–Эс сывлăх сунччĕ пултăрна!
Вăрат тарçу-тĕрçӳсене,
Кĕрекӳне пуçтар хăна!
Сăпайлă чунлă-мĕн Куракăш,
Хăнашăн ырă, тарават.
Пуçне калпак лартать те чалăш,
Ик çунатне çапать çăт-çат!
Куç хупиччен тарçи-тĕрçи
Пуçтарăнать хуçи тавра:
Патшамăр, савăн, ĕç те çи!
Сим пыли кирлĕ е сăра?..
Тапать патша ик урипе,
Уçма хушать чул нӳхрепе:
Çын йăтайми пичĕкене,
Çăпах вун ик кăшăллине,
Керменелле кустарăр час,
Ун пăккине çапса уçас!
Тарçи-тĕрçи ун кăткă евĕр, –
Хастарлă халăх пулмалла:
Тек чупкалать ырма пĕлмесĕр
Пĕр унталла, пĕр кунталла.
Пĕри сухан çăлса кĕрет,
Тепри турать, ав, ыхрана...
Ташлаттарать вут, сиктерет
Пăсланакан йĕс хурана.
Шур кăвакарчăн сĕтĕнчен
Тăваççĕ чăкăт, тĕрлĕ кукăль.
Сĕр! сĕрлекен хавас кермен
Уяври пек тумланнă шукăль.
Шăпах эрне хушши çапла
Тухмарĕ çын кĕрекерен.
Выртмарĕ ĕçсĕр çăпăла,
Курка типмерĕ эрехрен.
... Черкки тĕпне Керим пушатрĕ,
Йĕнерлесе утне тăратрĕ.
Пилĕкĕнчи пиçиххине,
Юратнă ашшĕн парнине,
Вăл каштаран çакса хăварчĕ,
Пукан çине çул умĕн ларчĕ:
– Эп инкеке лексен, виç кун
Çак пиçиххи тумлатĕ юн.
Тархасшăн пултăрна ан манăр,
Ун чух мана çăлма тапранăр...