Телей

Азамат Светлана Васильевна

Ик çунатне шартлаттарса,

Ик урипе таплаттарса

Чĕп кăларнă ами тавра

Мăйне тăсса, какаклатса

Хур аçи ташша çапать.

Йăлттам сарă чěпписене

Тĕксе илет, çупăрлать,

Ял урамне янăратса

Савăнăçне палăртать.

Илле Коли хур пăхать,

Иртсе пыран Кенатие

Чарчĕ те çапла калать:

– Куртăн-и, мĕнле ташлать?

Ман атте те, эп çуралсан,

Ача ури çунă чухне –

Анне тавра ташланă,

Кукка купăс каланă,

Инке юрă юрланă.

Асаттепе асанне,

Кукаçипе куками –

Сĕтел тавра, сăпка тавра

Çавра çăкăр çавăрнă.

– Астумастăн-им вара,

Эсĕ мана кун çинчен

Пĕлтĕр пĕрре каланă.

– «Эсě лайăх çемьере

Телей курма çуралнă», –

Терĕ мана хуларан

Килсе кайнă Шураппа...

– Эс, телейне курсассăн,

Илсе пыр-ха ман пата.

– Сан пата-и? Мĕн тума?

– Санăн çеç-им-ха, Коля,

Курмалла çав телея?..