Текерлĕк

Семендер Юрий Семенович

Таврӑнчӗ апатпала текерлӗк -

Йӑвинче ун пӗр чӗппи те ҫук.

Тухса кайрӗ шырама текерлӗк,

Кун шырарӗ, каҫ шырарӗ - ҫук.

 

Тул пӗрчи шап-шуррӑн сӑмсаланчӗ,

Шӑтса тухрӗ ун ҫӑварӗнче,

Эрлӗ сасӑ инҫете саланчӗ

Йӑлӑмри парка ҫаран ҫинче.

 

Текерлӗк ҫўллӗ ўсмен курӑклӑ ҫарансене кӑмӑллать. Йӑвине вӑл шыв-шуртан типмен ҫӗрсем ҫинчех ҫавӑрма пуҫлать. Чӗпписене аҫи те, ами те черетпе ларса кӑлараҫҫӗ.