ТАВÇĂРУЛЛĂ МАРИНЕ

Тарават (Игнатьева) Валентина Николаевна



    

Тупмалли

 

Тавçǎруллǎ Марине

Атту йĕрет вǎл
Хǎрǎк туратǎн ǎшши çук

Банан çиес килет

Илсе парать
Сǎвǎç марине

«Ыранюк» тесен лайǎхрах

Ашкǎнчǎк кушак
Çивĕч чĕлхе
Пиçмен пашалу

Агроном кушак

Марине ашшĕне шеллет
Анюк савǎнсах пуçтарчĕ

Марине вĕрентет

Çав пǎтта валюк çитĕр

Кǎнтǎр çĕршывĕнче

 

Маринепе тусĕсем

Куçкĕскирен пǎхни

Ӳсесси килет

Шкула каяс килет

Тǎмана
Улах

Маттуркка эп, маттуркка
Эп унран та чеерех
Тутлǎ мар

Вǎйǎ

Пĕчĕкçĕ ĕне

Урхамах
Çĕнук
Тǎрǎшатǎп

Ǎмǎрту

Урокра
Ӳсетĕп
Ан ÿркен

Инкек

Кукамайǎм хǎналать

Ху ÿстер

Куян
Сар хĕвелĕм
Çуркунне

Кĕске ыйхǎллǎ кушак

 

АТТУ ЙĔРЕТ ВǍЛ

 

- Марине, пепкем, выçрăн пуль, ларса çи-ха хăвăртрах, - тет амăшĕ урамра вăрах выляса çӳренĕ хĕр ачине.

- Хам выçман та, хырăм питĕ хытă выçнă манăн. Анне, ăна çитер-ха часрах. Атту йĕрет вăл.

 

 

 

ХǍРǍК ТУРАТǍН ǍШШИ ÇУК

 

Марине аппăшĕ пăхмасăр сăвă калама вĕренет.

- «Тухса кайрĕ вăрмана хăрăк турат пуçтарма», - вулать вăл хытă сасăпа.

- Эй, айванскер! - тарăхать Марине. - Асанне каларăш, хăрăк туратран мĕн ăшши пултăр.

 

СǍВǍÇ МАРИНЕ

 

- Аннеçĕм, итле-ха ман сăвва, - тет хаваслă Марине.

Эпĕ аннене юрататăп.

Юрататăп эпĕ аннене.

Аннене юрататăп эпĕ,

Питĕ юрататăп ăна!

- Поэт иккен манăн чĕкеçĕм, - тĕлĕнет амăшĕ.

- «Поет» тени «юрлать» тени пулать-çке. Эпĕ вара сăвă калатăп, - ăнлантарать Марине.

 

ÇИВĔЧ ЧĔЛХЕ

 

- Эх, çав Маюк чĕлхи! Ытла та çивĕч-çке! - те хурлать, те мухтать кӳршĕ хĕрарăмне асламăшĕ.

- Хăйрать пуль вăл ăна. Пирĕн килти çĕçĕсене леçсе пар Маюк аппана, хăйраса патăр. Атту тек аттене çĕçĕ мăка тесе ятлатăн.

 

ПИÇМЕН ПАШАЛУ

 

- Чăн-чăн пиçмен пашалу, çавăн пек çăмăл сăвва та пăхмасăр калама вĕренеймен, - каласа парать такам çинчен Марине аппăшĕ амăшне.

Марине, калаçăва илтсе юлнăскер, чупса пычĕ те:

- Анне халь анчах кăмака хутса кăларчĕ. Пиçмен пулсан ларт пашалăвне хăвăртрах кăмакана, - терĕ.

 

АНЮК САВǍНСАХ ПУÇТАРЧĔ

 

- Улми йывăççинчен аякка ӳкмест вăл, - калаçаççĕ Марине амăшĕпе асламăшĕ тем пирки.

- Ӳкмест тетĕн-и? - хирĕçлет урайĕнче пуканепе вылякан Марине. - Ĕнер ав вăйлă çил пулчĕ те - пирĕн улмуççи çинчи пан улмисем кӳршĕсен пахчине çитиех ӳкрĕç. Анюк савăнсах пуçтарчĕ вĕсене.

 

УЛАХ

Анне кайнă пасара.

Атте кайнă сунара.

Йăмăкпа пире - улах.

Тăрмăшатпăр хамăрах.

 

- Пĕçерес улах пăтти, -

Тет ман йăмăк Ултутти.

Вăл кĕрпе илсе кĕрет.

Лăкăр-лăкăр! шыв вĕрет.

 

Кĕрпине ярас виçсе -

Сарăлать кĕрпе пиçсен.

 

Тăрăшатпăр йăмăкпа -

Пăтрататпăр кашăкпа.

Ак хушатпăр услам çу.

Питĕ тутлă. Чăтăм çук.

 

Пиçрĕ пăтă пăртакран.

Ак ларатпăр апата.

Ху пĕçернĕ апатран

Тутли çук пуль, тупата.

 

ЭП УНРАН ТА ЧЕЕРЕХ

 

Ах, чее-çке вĕлтĕрен!

Çатăр-р! çыртрĕ пӳрнерен.

Таттарасшăн мар хăйне,

Кăтартать хаярлăхне.

 

Эп унран та чеерех,

Улталарăм пурпĕрех -

Алсишпе тататăп çатăрт!

Чĕпĕтеймĕ урăх çатăр-р!

 

ТУТЛǍ МАР

 

Пиçмен чие çупкамне

Татнă пĕчĕк Урине.

Мăч хупать кăвак куçне.

Тĕлĕнсе суллать пуçне:

- Ах, аннеçĕм, тутлă мар!

Вырăннех çакса хурар.

 

ÇĔНУК

 

Йăл! та йăл! кулать Çинук,

Телейли унран халь çук:

Çĕнĕ кĕпе, çĕн саппун,

Çĕнĕ сумка та пур ун.

Йăлтăр-ялтăр пушмаксем,

Тетрадьсем, кĕнекесем...

 

Ма-ши пухнă çак мула?! -

Каймалла кĕçех шкула.

Витлешетĕп: - Эй, Çинук!

Çинук мар эс халь - Çĕнук.

 

ТǍРǍШАТǍП

 

Çурăм тăрăшса кĕпе -

Пулса тăтăм йĕп-йĕпе.

Урай тăрăх шыв юхать.

Типĕтсех тинке тухать.

 

ӲСЕТĔП

 

Шывĕ хатĕр каткара,

Сĕткен курăк - сырăшра.

Хăвăртрах вĕçлес ĕçе:

Килмелле кĕтÿ кĕçех.

 

Уçса хутăм алăка,

Алла тытрăм мăн курка.

Васкаса килет ĕне,

Витрепе кĕтет анне.

 

Ǎшă сĕт часах ĕçетĕп:

Ир валли пĕр шит ӳсетĕп.

 

АН ӲРКЕН

 

Ĕнтĕркенĕ йыт çури.

- Хам-м! Шелле-ха,

Кĕркури!

Хăвăртрах кил ман пата,

Ан ӳркенччĕ, тупата.

 

Хам! Хам! Хам!

Эп шăнатăп, ăнлансам!

Туса пар манна, ӳпле,

Сивĕ хĕл кĕç çитмелле.

 

САР ХĔВЕЛĔМ

 

Пайăркусене савса салатрăн,

Канлĕ ыйхăран пире вăратрăн.

Савăк кашни çыншăн тĕлпулу.

Эмелтен те сиплĕрех куллу.

 

Сар хĕвелĕм, еплерех эс ырă!

Пуç тайса çĕкленчĕ ылтăн тырă,

Пахча çимĕç тулчĕ сим пылпа...

Тус пуласчĕ ман ялан санпа.

 

ÇУРКУННЕ

 

Шарт! та шарт! пĕррехинче

Илтĕнет çырма енчен.

Мĕн сасси ку? Ах анчах!

Вирхĕнет ача-пача.

 

«Ǎшалать» хĕвел пăра

Шарт! та шарт! çура-çура.

 

Çуркунне ку! Çуркунне!

Ыйхăран çĕр вăранать.

Петĕр те кимми çине

Çилкĕçсем лартма васкать.