ТАРЬЮХТАР ХАПХИ – ÇИЛ ХАПХА

Ижендей Николай Петрович

Çак ĕç Сар хĕвел çĕршывĕнче Тарьюхтар ятлă ялта çӳхӳ çунă çул пулса иртнĕ. Ку ял таврари ытти ялсем пек мар, тĕлĕнтермĕшсенчен пуянскер пулнă, тĕлĕнтермĕшсĕр кун иртмен унта. Йĕркипе каласа парам-ха эппин.

Тарьюхтар ялĕн пĕр хапха – укăлчари çил хапха. Вĕрлĕк витĕр çил вылять. Çил хапхаран кĕрсенех Çавра кӳлĕ курăнать.

Тăрă кӳллĕн сиплĕ шывĕ Тарьюхтарта пурăнакансене туслăх картине пĕрлештерет, пурăнма вăл-хал кӳрет.

Ялта аслă пуçлăх пур – каçăр сăмса Шурă хур. Унăн ячĕ Хушсалар. Ахаль лармасть пуçлăхра – тем те пĕр курать, тем те пĕр илтет, тем те пĕр пĕлет.

Йĕрке хуралçи – Автан. Вăл хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлама хăнăхнă. «Ку-ку-ре-ку! Йĕрке хуралçи пур!» – ирсерен çапла сас парать вăл, мăнаçлăскер, чысне çухатиччен пуçне çухатма хатĕрскер.

Сарă Чăх – кĕлет хуçи, пурте хисеплекен шут ăсти. Вăл пӳлмери тырă пĕрчисене шутлать, хăй ĕçне йăнăшсăр, тирпейлĕ тăвать.

Тарьюхтар ялĕнче пĕртен-пĕр ĕç лаши пур – Чуманкка. Вăл пĕртте чуман мар, питĕ ĕçчен те вăр-варскер. Кирек мĕнле ĕç хушсан та пĕр хирĕçлемесĕр пурнăçлать: турта хушшинчен яра куна тухмасăр ака-суха тăвать, авăн-ашăмпа тертленет, урапа-çуна сĕтĕрет. Ĕç лаши, тирпейлĕскер, пуçлăх хушнине вăхăтра пурнăçлама ĕлкĕрет пулин те çилхи çумне çыпçăннă куршанака тасатма вăхăт тупаймасть. Ĕçсĕр кун çук, ĕçлекене пайти çук – çил хапхаллă картарах ĕмĕрне ирттерет вăл.

Тарьюхтар ялĕнче авалтанпах çакăн пек йĕрке пулнă – пурин те аслă пуçлăха пуç таймалла! Автан çак йĕркене çирĕп тытса пынă. Ăна пăссан выртса макăрăн. Ку ялта пуçлăха пуç тайни – пурнăç тыткăчи вĕт-ха.

Тарьюхтар хапхи – çил хапха – чĕриклетсе уçăлать... Кун иртет те, каç пулать.