ТАЛПАС КАРСАК

Галкин Александр Алексеевич

Пурăннă çут тĕнчере пĕр Карсак. Ăна куянсем пурте Катăк Тута тесе чĕннĕ, ма тесен вăл кирек хăçан та, кирек ăçта та сăмах çапма юратнă: пурне те ăс панă, пурне те вĕрентнĕ, кирлĕ пулсан – пурне те тиркенĕ. Хăйне вара ялан ырланă, мăнаçлă та паттăрла тыткаланă.

Пĕррехинче куянсем уçланка пухăннă та Кашкăр-Кашаман пусмăрĕнчен мĕнле хăтăлмалли çинчен сўтсе явма тытăннă.

Яланхиллех чи малтан Катăк Тута сăмах илнĕ. Вăл тунката çине хăпарса тăнă та малтан хуллен, унтан хытăрах та хытăрах калаçма тытăннă, юлашкинчен вара хĕрўленсех кайнă: çаннисене тавăрсах хăлаçлана пуçланă. Тăкнă кăна сăмаха катăк çăва-рĕнчен: чĕлхи хыççăн шухăшĕ те ĕлкĕрсе пырайман.

– Юлташсем, тăвансем! Манăн ырă тусăмсем! Паллах ĕнтĕ, пирĕн пурнăç çăмăл мар. Анчах ăна çăмăллатма пулать. Мĕнле майпа? Акă мĕнле майпа: хăвăрах пĕлетĕр, пирĕн чи хăрушă тăшман – Кашаман! Унран хăтăлас тесен, ăна хирĕç йышпа çĕкленмелле. Вăл – пĕччен, эпир – нумаййăн. Пăхăр-ха çаврăнса йĕри-тавра: чăн-чăн çар вĕт ку? Кунашкал йышпа эпир Кашамана çеç мар, Арăслана та çăмăллăнах çавăрса антарма пултаратпăр. Атьăр, йăтар та пĕрер чукмар, йĕркеленсе тăрса, пĕр шухăшлăн утар вăрманалла! Малалла!

Хĕрў сăмахпа хĕруленнĕ куянсем сасартăк хастарланса каяççĕ. Кашни пĕрер чукмар тупаççĕ те, хулпуççи çине пăшал хунă пек хурса, стройпа, юрăпа вăрман ăшнелле çул тытаççĕ.

Нумай каяççĕ-и вĕсем çапла, сахал-и – чи кайра ветĕртетсе пыракан лутра Куян хыçалалла çаврăнса пăхать те пĕр хура тунката ун куçĕ тĕлне тухать тăрать. Сехри хăпнипе Куянăн куçĕсем улшăнсах каяççĕ. «Кашкăр вĕт ку?» – вĕлтлетсе илет шухăш ун пуçĕиче. Сасартăк Куянăн вăйĕ лăштăрах каять, урисем çыхланма тытанаççĕ, куçĕ хуралса килет. Вăл вара юлашки вăйне пухать те:

– Тăвансем, çăлăнăр! Хыçра – Кашкăр! – тесе кăшкăрса ярать.

Ку хыпар уяр çанталăкра аçа çапнă пекех пулать. Малта паттăррăн каçăрăлса пыракан Катăк Тута сасартăк кĕл тĕслĕ шурса-кăвакарса каять, куçĕсем çамки çине хăпарса лараççĕ. Вăл чăтаймасть – тўрех чатлăхалла тапса сикет! Тусан çеç çĕкленсе юлать хыçран.

Ăна кура ытти куянсем те шикленсе ўкеççĕ: куç курнă еннелле ыткăнма тăраççĕ. Анчах çак вăхăтра тахăшĂ хыçалалла çаврăнса пăхать те:

– Тăхтăр, юлташсем! Чарăнăр! Аçта чупатăр çав талпас хыççăн! Нимĕнле кашкăр та çук пирĕн хыçра, тунката çеç! – тесе кăшкăрать.

Куянсем тăпах чарăнаççĕ. Пăхаççĕ те йĕри-тавра, чăнах та, хăрушлăх çуккине асăрхаççĕ. Савăнсах каяççĕ вĕсем: пĕрне-пĕри пўлсех калаçма тытăнаççĕ, Катăк Тута епле тарнинчен тĕлĕнсе кулаççĕ.

– Вăт, Катăк Тута-а-а! Чăнах та талпас иккен вăл, калаçма çеç ăста! – теççĕ.

Çак кунранпа куянсем Катăк Тутана итлеме пăрахаççĕ, ăна Талпас Карсак теме пуçлаççĕ. Терĕс калаççĕ!