Тăварлă хурăн шывĕ

Сарине Лидия Михайловна

Икĕ хĕрача, Литюкпа Лисук, кӳршĕллĕ пурăнаççĕ, питĕ туслăскерсем, вылясса та яланах пĕрле выляççĕ. Вĕсем пĕчĕк-ха, пиллĕкре кăна. Акă паян та Лисук Литюксем патне вĕтĕртеттерсе çитрĕ. Аллинче унăн хĕрлĕ тутăрлă виçĕ пĕчĕк пукане.

– Литюк, атя хăвăртрах урама, пукане кĕписене çăвар! – илтĕнчĕ унăн çинçе сасси алăкран кĕнĕ-кĕмен. – Урамра, ав, пур çĕрте те шыв юхать. Курасчĕ санăн!

Тĕпелте тетте канфет хучĕсемпе выляса ларакан Литюк, çакна кăна кĕтнĕ тейĕн, хăвăрт кăна ура çине сиксе тăчĕ, шăкăл-шăкăл калаçса, пукане кĕписене симĕс витрене майласа хучĕ. Унтан Литюк çутă аттине, кролик çăмĕнчен çыхнă шурă калпакĕпе кăвак пальтине тăхăнчĕ. Икĕ пĕчĕк хĕр васкасах урама чупса тухрĕç.

Тулта çурхи çанталăк калама çук илемлĕ. Хĕвел куçа шартарса пăхать. Юр ирĕлнĕçемĕн ирĕлет, ăçта кăна ан пăх, пур çĕрте те шăнкăртатсах шыв юхать.

Хуралса тислĕкленнĕ çулсем çинче çерçисем чĕвĕлтетеççĕ. Шĕвĕр вĕçлĕ пăр хӳрисем вите-сарай тăрринчен пĕр вĕçĕм тумла шăпăртаттараççĕ. Йăмра тураттисем хушшинчен курак краклатни илтĕнет. Пĕтĕм çутçанталăк чĕрĕлет.. Литюксен умĕнчи ватă йăмра та папка кăларнă, çурхи ăшă çил вĕрнĕ майăн вăл мăнаçлăн саркаланса ларать. Вĕсен хапхи тăрринчи вăрăм шалча çинче – шăнкăрч вĕлли. Ĕнер çавăнта пĕр мăшăр шăнкăрч килсе вырнаçрĕ. Халĕ авă пĕри вĕлле умне ларнă та çунат çапсах савăк юрă шăрантарать. «Эпĕ килнĕ, куртăр-и, эпĕ килнĕ, куртăр-и?» – тесе юрланăнах туйăнать. Шăнкăрчне ăна Литюк эрне маларахах кĕтетчĕ-ха, вĕçсе килмен-и тесе, çывăрса тăнă-тăман кашни кун кантăкран чăтăмсăррăн пыра-пыра пăхатчĕ. Ĕнер ирхине шăнкăрч ларнине курсан, вăл çав тери хĕпĕртенипе кăшкăрсах ячĕ:

– Анне, анне! Пирĕн шăнкăрч! Ав, куратăн-и? Кăмака тасатакан амăшĕ çав вăхăтра питлĕхпе хăрăм йăтса тухма хатĕрленнĕччĕ. Литюк кăшкăрса ярсан, вăл та, чӳрече патне пырса, вĕлле тăрринче юрлакан шăнкăрч çине тинкерсе пăхрĕ.

– Епле савăннă вăл тăван килне вĕçсе таврăннăшăн, пăх-ха эс ăна,— хĕпĕртерĕ амăшĕ те хĕрачи пекех. – Ахăртнех, вĕллине урăххи йышăнманшăн питĕ кăмăллă пуль ĕнтĕ. Пулкалать çав тепĕр чух: вĕçсе çитет шăнкăрч хăй килне – унта тепри...

Акă халĕ хĕрачасем çӳлелле пăхнă та Литюксен шăнкăрчне сăнаççĕ. Лешĕ кĕлеткипе тĕрлĕ еннелле çаврăна-çаврăна юрланинчен тĕлĕнеççĕ. Çав тери савăннипе кайăк çунатне çапа-çапа илет...

Хĕрачасем пахчана тухма тăнăччĕ çеç, алăк чĕриклетни илтĕнчĕ. Анкартинчен Толя, Литюкăн ăслă пиччĕшĕ, хăйĕн юлташĕпе килсе кĕчĕ. Унăн аллинче пĕр кĕленче шыв.

– Ку санăн мĕскер? – пиччĕшĕнчен ыйтрĕ Литюк.

– Хурăн шывĕ, – терĕ Толя мăнаçлăн. – Тутанса курас килет-и, вăл çав тери тутлă.

Арçын ачасем пылак шыва хĕрачасене кĕленче тутинченех сыптарса пăхтарчĕç.

– Ой, мĕн тери тутлă! – терĕç лешсем, халиччен кун пек шыв тутанса курманскерсем. – Ăçтан тупрăр?

– Сахăр ямасăрах пылак-и вăл?

Пиччĕшĕ шарламаннине кура Литюк тепĕр хут чăтăмсăррăн ыйтрĕ:

– Пичче, кала ĕнтĕ, ăçтан тупрăр ку хурăн шывне? Вара эпир те ăсса килетпĕр...

– Пирĕн пуканесем те ĕçсе курасшăн, – чăтаймарĕ Лисук та.

Саккăрмĕш класра вĕренекен Толя çамки çине усăннă хура çӳçне хыçалалла сирчĕ, унтан пĕр хушă ĕнсине хыçкаласа тăчĕ:

– Пуканĕрсем те-и? Юрĕ, апла пулсан калăп. Ав, Яшук пичисен пахчинче хурăнсем лараççĕ-и? Çавăнтан илсе килтĕмĕр... Йывăç айĕнче хăй тĕллĕнех пухăнать...

Тольăпа унăн юлташĕ килкартинче кулкаласа калаçкаласа тăчĕç те, урисене хырса тасатса, васкамасăр пӳртелле кĕрсе кайрĕç. Хĕрачасем вĕсем хыççăн пăхкаласа кăна юлчĕç...

– Кусене кайран та çăвăпăр. Халĕ атя хурăн шывĕ патне каятпăр, – пĕчĕк витрине пусма вĕçне лартрĕ Литюк.

– Манăн та тултарасчĕ, пушă кĕленче илсе килем-ха, – хыпалансах килнелле тухса чупрĕ Лисук. Тепĕр самантран вăл çур литр кĕленчи йăтса та таврăнчĕ.

Пахчана тухакан алăка хĕрачасем аран-аран уçрĕç. Литюкăн пĕчĕк алли, тем пек тăссан та, алăк сăлăпне çитеймерĕ. Кунта Лисук маттуртараххи палăрчĕ, пĕвĕпе вăл унран кăшт çӳллĕрех иккен.

– Акă! Аранах пулчĕ! – савăнсах кайрĕç вĕсем, алăка яриех уçса ярсан.

Илемлĕ иккен Литюксен пахчи. Кунта тухсан, пачах урăх тĕнчене лекнĕн туйăнчĕ. Унăн çуррине яхăн çерем йышăнать. Çавăнтах – чие, улмуççи, çĕмĕрт, слива. Симĕс курăк шăтсан, улмуççисемпе çĕмĕртсем чечеке ларсан вара калама çук аван. Çулла йĕри-таврах чечек... Пĕлтĕр Литюка амăшĕ çав чечексенчен пуç кăшăлĕ çыхса тăхăнтарнăччĕ. Лĕпĕшсем тата мĕн чухлĕччĕ ун чухне! Хĕрлисем, шуррисем, хăмăррисем, саррисем... Халлĕхе пахчара вырăн-вырăнпа юр та ирĕлсе пĕтмен-ха. Çырмара шыв кĕрлесе юхни таçтанах илтĕнет.

Пахча вĕçĕнчи çырма ан ишĕлтĕр тесе, Литюксен ашшĕ кунта çулленех йывăç лартать. Çулла вара вĕсем вăрман пек кашлаççĕ.

Литюкпа Лисук çавăнталла, йăмрасем ӳснĕ çĕрелле, икĕ пахча хушшинчи утма çулпа утрĕç.

– Ну, тултарса килетпĕр те хурăн шывĕ! Хамăр та ĕçетпĕр, пуканесене те тăраничченех ĕçтеретпĕр, – пĕр вĕçĕм чĕвĕлтетрĕç хăйсем.

Акă çырма хĕррине, лакăмлăрах вырăна, çитрĕç. Кунта ăçта кăна ан пăх – пур çĕрте те кӳлленчĕк йăлтăртатать. Литюкпа Лисук кунта хăшĕ хурăн шывĕ, хăшĕ ахаль шыв иккенне те пĕлмеççĕ. Хайхискерсем пĕр кӳлленчĕк умне пĕшкĕнсе ларчĕç те ăна ăсса илсе сыпса пăхрĕç. Çурхи шыв сивĕ, шăла тивет...

– Епле, тутлă пек-и? – Лисука куçран пăхса ыйтрĕ Литюк.

– Ытла тутлах мар, – шыва тепĕр хут чăпăрт сыпса илчĕ Лисукĕ. – Сахăр тути çукпа пĕрех.

– Тен, урăх кӳлленчĕкри тутлăрах? – вараланнă тутине ывăç тупанĕпе шăлса илчĕ Литюк.

Вĕсем татах тепĕр çĕрте тутанса пăхрĕç.

– Ай-уй, – пуçне пăркаларĕ Лисук, – ку шыва пирĕн пуканесем те ĕçес çук.

– Ой! – сасартăках тем аса илсе кăшкăрса ячĕ Литюк. – Пире Толя пичче мĕн каларĕ? Хурăн шывне хурăн айĕнче тултармалла терĕ-çке! Эпир йăмра айĕнче шыраса çӳретпĕр.

– Чăнах та, – пĕшкĕннĕ çĕртен тӳрленсе тăчĕ Лисук. – Хурăн шывĕ хурăнсем айĕнче ĕнтĕ вăл...

Хĕрачасем кĕленчери шывне тăкрĕç те васкасах Яшук пичисен пахчи хыçĕнчи хурăнсем еннелле чупрĕç.

Акă вĕсем шап-шурă та яштака йывăçсем патне çитсе тăчĕç. Çав тери çӳллĕ вĕсем, кăвак тӳпене çитиех кармашаççĕ. Кăчкă кăларнăскерсен, чылайăшĕн тураттисем çĕрелле усăннă. Хурăнсем айĕнче унта-кунта çутă кӳлленчĕксем. Вĕсем çине пăхсан, унта мĕн пурри йăлт курăнать. Тĕрлĕрен вĕтĕ хуçăк турат, пĕлтĕрхи тĕссĕрленнĕ çулçăсем, сарăхса хăмăр-ланнă курăк тунисем...

Ĕнтĕ Лисукпа Литюк тинех чăн-чăн хурăн шывĕ тупрĕç пулмалла. Пăтратас мар тесе, хуллен асăрхансă утса пычĕç вĕсем пĕр хурăн айĕнчи пысăках мар кӳлленчĕк патне. Кунта никам та ăсман пулас-ха. Епле таса та тăп-тăрă вăл!

Шыв çине сывламасăр тенĕ пек пăхрĕç хĕрачасем. Юлашкинчен ăна пăтратмасăр ăсса илчĕç те пĕри те тепри кĕленче пуçĕсене çăвара хыпрĕç.

– Ку кăшт пылакрах пек, – тутине чĕлхе вĕçĕпе çулакаларĕ Лисук.

– Чăн-чăн хурăн шывех пуль ку, – килĕшрĕ унпа Литюк та.

Сасартăк хĕрачасем яштака хурăн хуппи витĕр пĕр тĕлтен, куççуль тумламĕ евĕр, шыв сăрхăннине асăрхарĕç. Такам амантнă та, халĕ вара йывăçĕ макăрать тейĕн.

Пĕчĕк Литюк шухăша путрĕ. Епле-ха капла?.. Паçăр пиччĕшĕ ĕçтерсе пăхтарнă шывăн тути пачах урăхлаччĕ-çке, халĕ вара...

Литюкпа Лисук пахчаран резина аттисемпе чĕркуççи таран пылчăк çăрса таврăннă çĕрĕ кăнтăрлахи апат вăхăчĕ çитсе пыратчĕ ĕнтĕ.

–Сахăр катăкĕ ярса ĕçĕпĕр те, питĕ шеп пулать! – терĕ Лисук. Литюк ăна хирĕç нимĕн те шарламарĕ. Пĕр шухăш канăç памарĕ ăна: мĕншĕн, мĕншĕн хурăн шывĕ тутлă мар?

Кайран, сĕтел хушшинче апат çисе ларнă чух, яланах шавлă калаçаканскер, хальхинче питех чĕнмерĕ.

– Эсĕ юратнă апата пĕçертĕм, хĕрĕм, – терĕ амăшĕ, ун умне тутлă пăтă лартса. – Нумай çӳрерĕр паян... Хырăму та выçрĕ пулĕ.

Литюк пăттине çимерĕ, чейне ĕçсе ячĕ те юнашар ларакан пиччĕшĕ çине темле кăмăлсăррăн пăхса илчĕ. Вара, сĕтел хушшинчен тухса, малти пӳлĕме кĕрсе кайрĕ.

Ăшă вырăн çинче тĕлĕрме те пуçланăччĕ ĕнтĕ, унăн хăлхине амăшĕпе пиччĕшĕ калаçни хуллен пырса кĕчĕ.

– Литюк çав териех ывăннă пулас паян. Пăттине те çимерĕ, калаçмарĕ те, – савăт-сапа шăкăртаттарнă май сăмахларĕ амăшĕ. – Лисукпа иккĕшĕ пахчара тем аппаланчĕç. Мĕн тупнă унта вĕсем, мĕн шыраççĕ – ăнланаймарăм. Ача-пăча темерĕн çав, хăйсен интересĕ...

– Ха-ха-ха! – сасартăк кулса ячĕ пиччĕшĕ. – Вĕсем унтах çитнĕ иккен...

– Мĕн çинчен калаçатăн-çак эсĕ? – ăнланаймарĕ амăшĕ.

– Эпĕ паян вĕсене хурăн шывĕ ĕçтерсе пăхтартăм та, ăçтан тупрăн тесен, йывăç айĕнчи кӳлленчĕке кăтартса ятăм...

– Кур-ха, мĕн хăтланнă эсĕ. Çамрăк хурăнсене çапла амантма юрать-и вара? Çитменнине тата, йăмăкна улталатăн...

– Эпир пĕрне çеç... Ыттисене тĕкĕнмен, – мăкăртатрĕ Толя. – Литюка улталасшăн марччĕ... Шывĕ хама валли юлтăр терĕм...

Çак калаçăва илтнĕ хыççăн Литюк çывăрса каяймасăр тахçанчченех енчен енне çаврăнкаласа выртрĕ. Кайран тĕлĕкĕнче те шап-шурă хитре хурăнсене курчĕ. Акă хĕрача вĕсен çĕрелле усăннă турачĕсене ачашлать... Пĕр хурăнĕн вуллинчен, йăлт касса амантса пĕтернĕскертен, чарăнма пĕлмесĕр куççулĕ тумлать. Питĕ-питĕ шеллет çав аманнă хурăна хĕрача. Ытлашши шелленипе йĕрсех ячĕ. Пăт-пăт-пăт тумлать хурăн шывĕ Литюк пичĕ çине, хушăран питçăмарти тăрăх юхса пырса, çăварне те кĕрет. Анчах мĕн ку? Мĕншĕн пылак мар хурăн шывĕ? Мĕншĕн тăварлă вăл?