Тăван çĕршыв
Поэма
Мĕн-ши вăл Тăван Çĕршыв?
Аякра-ши, çывăх-ши?
Аякра та, çывăх та.
Каласа парам, тăхта.
1
Йывăç пӳрт. Урам енче
Виçĕ çутă чӳрече.
Ярăнса ӳсет йăмра,
Каш-кашлать вăл çумăра;
Уяра вăл лăпланать,
Шухăша кайса ларать,
Эс вăраннă-вăранман
Вăл пăхать пĕр кантăкран:
«Хĕвел тухнă, тăмалла,
Чуп, ачам, − тет, − шкулалла».
Каçпала йăмра сана
Тепĕр хут пăхса санать:
«Ку ачи аван-çке те,
Кĕнеке вулать-ши? − тет, −
Вĕренет-ши урокне?
Намăс пулмĕ-ши хăйне?»
Эс юлмастăн намăса,
ӳстерсех пыран ăса;
Ху та хытă тăрăшан,
Юлташна та пулăшан,
Шав калатăн: «Вĕренер!»
Ма тесессĕн − пионер.
Сан килӳ Вăтакасра,
Хамăр кас ялан асра,
Çавă-шим çĕршывăмăр?
Çав та, çав кăна та мар:
Анаткас та пур ялта,
Турикас та пур тата;
Вĕсенче те ачасем,
Пĕр класра ларакансем.
Хамăр ял вĕçне тухсан,
Эс çеремлĕ çул куран;
Çав çулпа утсан-утсан
Эс шоссе çине тухан.
Çулăн икĕ хĕррипе
Йывăç лартнă йĕркипе;
Тикĕс сарнă чулпала
Унталла та кунталла
Ыткăнаççĕ машинсем −
Çăклисем, çăмăллисем.
Тĕлĕнсе пăхса тăран:
Ачасем аташасран
Аслă çулăн хĕррине
Юпа лартнă, ун çумне
Шĕвĕр пуçлă ик хăма
Çырса çапнă вулама.
Пĕр хăми çине Канаш
Тесе çырнă çав юлташ,
Теприне вăл пит катмар
Авса хунă − Шупашкар.
Çавă-им çĕршывăмăр?
Çав та, çав кăна та мар.
Лартăн эс машин çине,
Кайрăн эс Канаш енне.
Канашра пур пысăк шкул −
Кĕр, вĕрен те ăслă пул.
ФЗО пур Канашра,
Вăл та вĕрентет ырра:
Çӳрĕн чыслă çипуçпа,
Çут медаллĕ карттуспа,
Пĕлсе çитĕн тĕрлĕрен
Машинсем эс, тĕпчесен.
Юсăн эс унта вакун,
Хаçат вулăн кашни кун.
Савăтра нумай çынсем,
Пурте сан юлташусем.
Пурте пулăшĕç сана,
Тухăн эс, ачам, çынна!
Канаш мар пулсан ытах,
Шупашкар та çав çулпах,
Анчах тепĕр еннелле,
Паçăр эп каланилле.
Шоссерен инçех те мар
Чукун çул пур юнашар.
Чашкăрать ав пăравус,
Билет ил те ура пус,
Кĕр эс симĕс вакунне,
Лар эс сарă сак çине,
Пăхса пыр чӳречинчен
Хулана çитериччен.
«Шупашкарăм, шур хула!» −
Тет пĕри, юрла-юрла.
Чăнласах-мĕн, чăнласах:
Шурă çурчĕ ытларах.
Аслă шкул та пур унта,
Пур паха театăр та:
Алексеев Бориса
Курмаллах унта пырса,
Пăхмалла вылянине,
Илтмелле култарнине...
Хулара музей те пур,
Эс ăна та çитсе кур:
Иртнине те хальхине
Пĕлсе çитĕн ун чухне.
Картинсем кăтартакан
Пĕр çурта кĕме ан ман,
Галерея ăçтине
Ыйт та − калĕç ун тĕлне:
Спиридонов ăстарах
Е Сверчков − пăх лайăхрах.
Картинсем тума вĕрен, −
Шкулĕ пур художниксен.
Сăнаса пăх сассуна,
Янкăр уçă пулсанах −
Юрăсти пулма вĕрен,
Шкулĕ пур юрлакансен.
Пионер Çуртне кĕрсе
Лар пĕрре хĕпĕртесе:
Журналсем пăх канмалла,
Шахмăтла вылякала,
Кур спектаккăль каçхине
Çĕнĕрен те çĕннине...
Такăр-такăр Шупашкар,
Такăнмасăр утăмлар,
Советсен Çуртне çитер,
Çурчĕ пысăк çав хатер.
Милиционер тăрать,
Аллипе салют парать:
«Мĕн ĕçпеччĕ? Кам патне?» −
Тет вăл кĕрекенсене.
Пĕр тирпейлĕ кинемей
Тытăнать ак пуплеме,
Хăй вăл шупăрĕ çумне
Çакнă Ленин орденне.
Милиционер пăхать,
Шалт! тăвать те çул парать.
Çак çуртра иккен вĕсем,
Халăх шаннă ĕçченсем.
Çакă-им çĕршывăмăр?
Çак та, çак кăна та мар.
Ав килет пĕр пăрахут,
Кăшкăрать вăл:
«Ут-ут-ут!»
Кĕç туран тепри анать,
Ăна хирĕç сас ларать:
«Ут-ут-ут!» Утатпăр-çке,
Вăрăм çул пулать кĕске.
Утса ан та,васкаса
Кĕрсе лар çӳлти класа.
Çӳлтинех лекеймесен,
Аялти те пырĕ, тен.
Тăвалла е аната —
Атăл вăрăм, лар, атя.
Контролерĕ тĕрĕслет:
«Билет пур-и?»
− «Ак билет!»
Сăмахран, сан каймалла
Атăлпа анаталла:
Сылтăмра сăрт-ту куран,
Ту çинче хура вăрман.
Сулахай енни раснах
Тикĕсрех те вашăкрах:
Сарă хăйăр та çаран,
Утă ӳснĕ мăй таран.
Ваш та ваш çӳрет çави,
Илтĕнет юрри-сăвви.
Ялкăшать йăваш кăвайт,
Пиçнĕ пулă пăсланать.
Йӳле пилĕклĕ мучи
(Пулăçи е хуралçи)
Çутă-çутă хĕвелтен
Ват куçне аллипелен
Сулхăнланă та, тăрать,
Пăрахут вăл ăсатать.
Çаран урлă − шаларах−
Ватă хырлăх палăрать,
Ватă хырлăх леш енче −
Уçăрах ĕшнесенче −
Мари халăх пурăнать,
Пĕрлешсе вăл ыр курать:
Çĕр акать, вăрман ĕçлет,
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет;
Шав çӳрет вăл сунара,
Юратать хурт-хăмăра;
Çырлине те пуçтарать,
Кăмпине те тăварлать;
Йывăçран вăл çырмалли
Хут тăвать шкулсем валли.
Марисем ĕçчен ялан,
Марисем − пире тăван,
Ма тесессĕн марисем −
Совет çĕрĕн çыннисем.
Иртрĕн Сĕнтĕрвăрринчен,
Куславкка патне çитен;
Малалла шусан-шусан,
Курăнса каять Хусан.
Эс тутар çĕрне тухан,
Тутарсем мултан пуян:
Хамăр пек тырпул акса
Вăйлатаççĕ колхоза,
Тĕрлĕ хапрăк-савăт та
Сахал мар вĕсен унта;
Çĕр ăшне тĕпче пĕлсе,
Нефть уçлаççĕ пикенсе.
Ачисем, тарла-тарла,
Вĕренеççĕ тутарла.
Тутарлах халь сăвăсем
Кăлараççĕ сăвăçсем.
«Чаплă савăç кам?» − тесен,
Абдулла Тукай вĕсен,
Ну, паллах, аса илен
Мусана та −Джалиле.
Вырăсла та тутарсем
Вĕренеççĕ халь хĕрсе,
Ма тесессĕн − вырăсла
Ленин çырнă кĕнеке,
Вулакан тухать ăсла,
Куç уçать ĕмĕрлĕхе;
Нимĕнрен те хăрамасть,
Нихăçан та аптрамасть...
Сывă пул-ха, Тутарстан!
Тутарсем − пире тăван,
Ма тесессĕн тутарсем −
Совет çĕрĕн çыннисем.
Кăшкăрать те хутран хут −
Шав шăвать-ха пăрахут.
Атăлпа кайсан-кайсан,
Атăла хутшăнакан
Чулман Атăл теекен
Юхăм шыв курса иртен,
Кама теççĕ вырăсла,
Юлчĕ сулахаялла.
Унăн вĕçĕ пит инçе,
Кам пурăнать ун çинче?
ӳркенмесĕр тăвалла
Хăпарсан çав шывпала,
Нухрат Атăл теекен
Вятка − шыв тĕлне çитссн,
Удмуртсен çĕрне анан,
Утнăçемĕн паллашан.
Пур вĕсен Ижевск хули.
Чылаях пăшал вулли
Çав ятпа тухса тăрать
Пур сунарçă астăвать.
Иртнĕ аслă вăрçăра
Удмуртсен пăшалĕ те
Тăшмана хĕртес тĕлтен
Чапа тухнăччĕ вара.
Удмуртссн çĕршывĕнче
Ĕмĕрхи сĕм вăрмансем,
Удмуртсем шывпа инçе
Юхтараççĕ сулăсем.
Пăчăк-пуртă сассипе
Янăрать хура вăрман,
Тырă-пулă пуссипе
Çаврăнать машин ялан.
Ĕлĕк, тĕттĕм çĕр тесе,
Пуç яран вăрманлăхра
Халь çынсем хĕпĕртесе
Пурăнаççĕ ырлăхра.
Пĕрлешсе тăрăшнăран
Пусăм çирĕп, çул яка.
Пурнăç тĕттĕм чăтлăхран
Тухрĕ çутă уçланка.
Удмуртсем утаççĕ тан,
Удмуртсем − пире тăван,
Ма тесессĕн удмуртсем −
Совет çĕрĕн çыннисем.
Шурă Атăл лекиччен
Малалла ишсен-ишсен,
Пушкăртсен çĕрне кĕрен,
Кĕнĕçемĕн тĕлĕнен.
Пушкăртсен халь тем те пур:
Хура нефть тапса тăрать,
Тимĕре ташлаттарать,
Шурă кăмăс хăпарать,
Чир-чĕртен вăл хăтарать.
Аш та, çу та − каткипе,
Тырă-пулă та чипер.
Эсĕ лайăх пĕлекен
Нарспипе Сетнер çинчен
Çырнă сăвăç та иккен −
Пушкăртри чăвашсенчен,
Ун тăпри те Пушкăртра,
Çăмăл пултăр çав тăпра.
Сывă тăтăр Пушкăртстан!
Пушкăртсем − пире тăван,
Ма тесессĕн пушкăртсем −
Совет çĕрĕн çыннисем.
Малалла − çурçĕрелле
Хĕвелтухăç еннелле
Кайнăçемĕн − комисем,
Ненецсем те эвенксем,
Манси, хант, якут, коряк,
Ойротпа хакас, пермяк,
Эскимос, бурят, чукча...
Мĕнле халăх çук, ача!
Кунасири утравпа
Сахалин таран лапах
Тĕрлĕрен чĕлхе тăнлан,
Пурте пирĕншĕн − тăван,
Ма тесессĕн йăлт вĕсем −
Совет çĕрĕн çыннисем.
Çĕршыва пăхатăн та,
Мĕн кăна ун çук-тăр?! − тен.
Хура тинĕс кăнтăрта,
Шурă тинĕс çурçĕрте.
Эп пулсаттăм пĕринче
Шурă тинĕс хĕрринче.
Карелсем иккен унта
Пурăнаççĕ ĕлĕкрен.
Мрамор, кварц, гранит,
слюда −
Туллиех çĕрте вĕсен,
Çĕр çинче − паха вăрман,
Хаклă, хытă хурăнсем;
Кӳлĕ, кӳлĕ... Хушăран −
Тырă-пулă анисем.
Сулхăнрах çĕр. Çак çĕрте
Шурă тинĕс хĕрринчен
Балтие канал иртет:
Шывпалах унта çитен.
Тӳлекрех çĕр. Çын курман
Кайăк-кĕшĕк картисем
Кунта вĕçнĕ авалтан,
Хăраман çынран вĕсем.
Кунта хĕл те вăрăмрах,
Çунашка пит хисепре:
Хăнана та çунапах
Пырса илнĕччĕ пире.
Кунта кантĕлĕ текен
Кĕсле пек япалана
Юратаççĕ, пит чечен
Пултараççĕ калама.
Мăшăршарăн сак çине
Ваттисем лараççĕ те,
«Калевала» çеммине
Кĕвĕлеççĕ хăш çĕрте:
Алла-аллăн тытăнса,
Ерипен сулкаланса,
Вейнемейнĕн шăпине
Пĕлтереççĕ çынсене,
Ильмаринĕн кунçулне
Кăлараççĕ куç умне.
Юмахпа йăпаннă-çке
Елĕк халăх ăрăвĕ.
Халь кунта та çĕн йĕрке,
Юмаха чăн турĕ вал.
Карелсем те ĕнтĕ халь
Тухрĕç паллă халаха:
Аслă халăх çумĕнче,
Вырăссен хӳтлĕхенче
Пурăнаççĕ чип-чипер
Хăйсен республикипе.
Карелсем − пире тăван
Пур ытти йăхпа пĕр тан,
Ма тесессĕн карелсем −
Совет çĕрĕн çыннисем.
Сарлака Россия-Русь!
Никама та çук чару:
Тĕрлĕрен чĕлхепеле
Юрă хур, вĕрен, пупле...
Çавă-ши çĕршывăмăр?
Çавă! − тетпĕр яланах,
Çавăнта кун куртăмăр.
Тав, мухтав Российăна!
Кăшкăрать те хутран хут
Шав ишет-ха пăрахут.
Аслă вырăс çĕрĕпе
Кунĕпе те çĕрьпе
Аната вăл çул тытать,
Атăла хумхантарать.
Атăл анлăланнăçем
Çĕнĕрен çĕн хуласем
Куç умне тухса пырать,
Ав Ульяновск курăнать.
Кам пĕлмест çав хулана?
Кам сума сумасть ăна?
ӳӳ Çç Ăă Ĕĕ
Унта Ленин çуралса
ӳснĕ пирĕн телее,
Çутă çул-йĕр кăтартса
Панă тĕттĕм Раççее.
Унта пĕр чăваш Иван,
Мĕскĕн тăлăх-туратран
Веренсе, ăсла тухса,
Хăй вĕрентнĕ-мĕн ăса
Ял çинче ятне пĕлмен
Ачаран вăл çĕкленсен,
Иван Якăльча вара
Пурте пĕлнĕ таврара.
Юлчĕ Куйбышев хули,
Çывхарать Саратов та.
Çав-çавах çын туп-тулли, −
Шав кĕрет пăрахута.
Волгоград патне çитсен,
Тин сайралчĕ ерипен:
Чаплă вăрçă вырăнне,
Çĕнтерӳ, мухтав çĕрне
Курма анчĕ çын нумай
Кăшт канса çӳренĕ май.
Сталинград!.. Манасла мар:
Йышлă паттăр хушшинче
Пурччĕ пĕр Максим Пассар,
Халь астурăм ун çинчен.
Вăл нанай этемĕччĕ,
Çĕпĕр сĕм вăрманĕнче
Пакшана вăл куçĕнчен
Персе тытнă вăрçăччен.
Çав сунарçăпа пĕрле
Вăрçă вăрçрăм эп хĕлле.
Хăйĕн снайпер пăшалне
Хĕстеретчĕ те çумне,
Çывăха та аякка.
Вăл çӳретчĕ кайăка.
Сăрă симĕс «кайăксем»
Фашист ятлăччĕ ун чух.
Вĕсене çав пĕр этем
Тытрĕ икçĕр вăтăр штук.
Наная ăçтан манан?
Нанайсем − пире тăван,
Ма тесессĕн нанайсем −
Совет çĕрĕн çыннисем.
Атăл пырĕ. Аçтăрхан.
Каспи тинĕсĕ унтан.
Халăхсен сĕм авалхи
Хупăна пĕлмен хапхи.