Тăвайккинче

Галкин Александр Алексеевич
Улӑхма тӑвайккинче
Тӑтӑм эпӗ пӗр ирпе:
Ҫӑмӑл мар-мӗн ун çинче
Хӑпармашкӑн йӗлтӗрпе!

Талпӑнатӑп çӳлелле –
Йӗлтӗр сӗтӗрет калле.

Курнӑ-мӗн çакна чакак.
Ячӗ кӑшкӑрса: – Чак-чак!
Каялла нихçан ан чак!