ТӲРЛЕТЕЙМИ ЙӐНӐШ

Воробьиный юг
Кадкин Лев Кириллович

Пирĕн килти читлĕхре юрăç кайăк пурăнатчĕ. Ывăл ача вали чĕр чунсене пăхма хăнăхтăр тесе илсеттĕмĕр ăна Камшăн та пулин трăшма вĕренмелле вĕт-ха унăн. Калăпăр, читлĕхне тасатмалла, апатлантармалла, шыв ĕçтермелле. Хамăр вĕрентсе тăнипе чиперех хăнăхса пыратчĕ хăй ĕçне.

Ирсерен, чӳречерен хĕвел кĕрсен, хайхи кайăк тӳрех юрра ярать, хаваслăн çепççĕн – итлесе тăранма çук.

     Çуркунне вара уйрăмах уççăн юрлать. Хăвăрах ăнланатăр, ку вăхăт пуриншĕн те уйрăмах хавхалануллă. Хĕвел ăшшине кашни чун чĕрĕлет, юрăç кайăк вара пушшех хавасланать. 

    Хĕлле ăна кичем. Кунĕ лайăххăн çуталма пуçлать, анчах, çавăнтах тĕттĕмленме те тытăнать. Пӳртре çутă çитменни чуна пусарать. Кайăк тăнă кĕрсе те ĕлкереймест – кĕçех çывăрма хатĕрленмелле. Тĕтреллĕ кун, мĕн тăвас тетĕн, пирĕн кăмăл та тĕтреллĕ. Кайăк та сайра юрлать ун пек чухне. Тӳпе хушăран çуталкаласа илет-ха, хĕвеле те чӳречерен пăхкалать. Майĕпен хĕллехи шатăр сивĕсем те иртеççĕ. Çак улшăнăва пирн юрăç кайăк та сисет, çавна май унăн та сасси улшăнать.

         Анчах тем пек юрласан та кайăкăн тунсăхĕ иртмест, ма тесен вăл яланах пĕччен. Никампа пайлама çук-çке ун савăнăçне-хуйхине. Çак тăвăр читлĕхре мăшăрсăр кичемрех ăна. Çав вăхăтра эп пĕр кăсăяна асăрханăччĕ. Чӳрече çине пырса ларнăччĕ вăл. Хĕлле никама та çăмăл мар вĕт. Кайăксене уйрăмах. Пурнăçĕ вара пуриншĕн те хаклă. Ирĕксĕрех çынсем пурăннă çĕрте хӳтлĕх шырама тивет.

         «Тытар мар-и çак кăсăяна? Пĕччен питĕ кичем çке пирĕн юрăçа. Пĕрле, тен, хаваслăрах пулĕ вĕсене», – терĕмĕр ывăлпа иксĕмĕр.

         Турăмăр хайхи кайăк таппи. Ǎна чӳречен тул енне вырнаçтартăмăр. Тепĕр кунне вара капкăна çакланнă кăсăяна пӳрте, юрăç кайăк патне, куçартăмăр.

         Кăлăхах пулчĕ эпир хăтланни. Кăсăя читлĕхе кĕрсенех юрă ăсти хăранипе кĕтесри кашта çине кайса ларчĕ те палламан хăна тата мĕн тăвĕ-ха тесе шиклĕн сăнарĕ. Хăни вара, тыткăна çакланнăскер, ăна асăрхамарĕ те, пĕрмай ун-кун сиккелесе ирĕке тухма хăтланчĕ. Ĕнтĕ тырă пĕрчи те, кантăр вăрри те, юрăç вали кĕркуннех хатĕрлесе хунă хупах вăрри те парса пăхрăмăр, шывне те лартса патăмăр, анчах ним усси те пулмарĕ. Кăсăя вĕсене асăрхамарĕ те. Кашни шăтăк-çурăка пырв-пыра çапăнчĕ вăл, ирĕкелле çеç ăнтăлчĕ. Эпир ăна лăплантарас тесе тăрăшни ахалех пулчĕ. 

         Пĕр кĕтесре вăл пуçне тул енне кăларчĕ, анчах кĕлетки ниепле те тухаймарĕ.

         Пăшăрханнăскер, эпĕ ăна пулăшас темерĕм. Ывăла та ун патне пыма каламарăм. Алла çеç султăм: «Лăпкăн ларас килмест пулсан аппаланах. Ав юрăç мĕнле пултаруллă, пурпĕр кутăнлашмасть, ларать те ларать. Сивĕ мар ăна кунта, хырăмĕ тутă, никамран та хăрамалла мар. Кăмăлĕ лайăх лайăх чухне юррине те шăрантарать. Хăйне те аван, пире те савăк. Эсĕ пур - ниçта вырăн тупаймастăн. Атя асаплан-ха пĕр канна. Тен, чарăнăн?»

         Урăх им те каламарăм эп ăна. Парăнса тăтăмăр та сăнатпăр малалла мĕн пуласса. Ывăл хăй шухăшне сасăпах калать:

         – Пулать те-мĕн канăçсăр чун. Читлĕхе тӳсме пултараймасть. Ирĕк çеç кирлĕ ăна. 

         Эп нимте шарламарăм, хам тĕллĕн шухăшларăм çеç: «Кăсăяпа танлаштарсан юрăçă епле çаврăнăçуллă. Числă кайăксен пансионĕнче ӳссе çитĕннĕ тейĕн. Кăсăяпа танлаштарсан юрăçă епле çаврăнăçуллă. Чыслă кайăксен пансионĕнче ӳссе 

çитĕннĕ тейĕн. Кăсăяна чăртармасть, чĕрре кĕмест, хăйне лăпкă тытать».

         Ун çине тимлĕрех пăхсан тинех ăнлантăм: çак асар-писер кăсăяран хăрать иккен вăл. Читлĕх карти çумне çыпçăнса ларнă тейĕн ăна. Лешĕ вара хăй тĕллĕвĕнчнен пăрăнма шутламасть те. Вăл авă читлĕхрен икĕ урипе тапса мĕн пур вăйран хирĕнет, çунатне çапсах тулалла туртăнать. 

         Вăл читлĕх тыткăнинчен хăтăлма май тупсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Пӳртре айăн-çийĕн вĕçме, чӳрече кантăкĕ çине харсăррăн çапăнма тытăнчĕ хайхискер. Эпир ăна аран-аран тытрăмăр та каллех читлĕхе ятăмăр.

         Ирĕклĕн сывласа янă юрăç кайăк хăй кĕтессине хутланса ларчĕ те таркăн мĕн хăтланинне сăнма тытăнчĕ. Лешĕ хăй малтан тухнă шăтăка тӳрех шыраса тупрĕ те çĕнĕрен тапăнма пуçларĕ. Эпир вара тавçăрса илтĕмĕр: кăсăяна ăшă вырăнпа тата янтă апатпа илĕртеймĕн. Вăл урамалла вĕçсе тухассишĕн çапăçмаллипех çапăçса суранланса ан пĕттĕр тесе чӳречене уçрăмăр. Пĕчĕкскер çав самантрах ирĕкелле вирхĕнчĕ. 

         Юрăç кайăк валли юлташ тупас шухăш ăнăçлă пулаймарĕ çапла. Ку çеç те мар, асăннă пăтăрмах хыççăн пирĕн кайăк юрлама пăрахрĕпе пĕрех вĕт. Сайрă хутра кăна сас паркаларĕ вăл. Çав сасă та пулин питĕ тунсăхлăн тухрĕ. Ун кăмăлĕнчи çĕкленӳлĕхпе хаваслăх çухалмаллипех çухалчĕç.

         Юр пĕтĕмпех кайса пĕтрĕ. Кăнтăр енчен кайăксем каялла вĕçсе килчĕç. Маларах таврăннă шăнкăрчсен йышĕ те хутшăнма тытăнчĕ пулас. Телеграф пралукĕсем çинчи чĕкеçсем те хаваслăн чĕвĕлтетеççĕ. Шăранса кăна тăраççĕ хĕвеллĕ кунсем. Кăсăя манăçа тухнăччĕ ĕнтĕ. Пĕррехинче киле таврăнтăм та хайхи читлĕх пушшине асăрхарăм. Эп тĕлĕннине курсан ывăл каларĕ:

– Эпĕ ирĕке ятăм  ăна. Пĕтĕм кайăк-кĕшĕк урамра савăнать, вăл вара – читлĕхре. Пурте уçă сывлăшра, хĕвел ытăмĕнче. Ǎçтан юрлас килтĕр ун? Питĕ хĕркенсе кайрăм… Вара.

Эп йăлтах ăнлантăм. Пĕчĕк чĕре пĕчĕк кайăкăн нушине туйни, çапла йышăнни манна килĕшрĕ. Юрăçа эпир хамăра кирлĕшĕн тыткăнра усранă вĕт-ха. Вара эпĕ ывăла мухтаса та илтĕм, çав хушăрах хамăр тунă йăнăша ӳлĕм тăвас маар тесе çапла та каларăм:

– Юрăç кайăк, ывăлăм, пире пула пĕтрĕ.

Малтан савăннă ача хальхинче манн çине шанмасăр пăхса илчĕ.

– Ан тĕлĕн. Эпир ăна читлĕхе янă чухнех йăнăш тунă. Унпа киленессишĕн ăна ирĕклĕхсĕр хăварнă. 

– Пирĕн патра япăх пулнă-им вара ăна? – ыйтрĕ ывăлăм.

– Эпир, паллах, ăна çитернĕ, ĕçтернĕ, пăхнă. Анчах ирĕклĕх тени вăл тутă хырăмран хаклăрах. Аса ил-ха кăсăяна. Мĕнлерех çапăçрĕ вăл ирĕке тухассишĕн.

Ывăл пуçне сулласа илчĕ. Эпĕ малалла тăсрăм:

– Юрăç кайăк та кăсăя хыççăн хаваслăхне çухатрĕ. Ǎна читлĕхре усраса эпир йăнăш тунине ăнланса илчĕ тейĕн. Хай çав вăхăтра пӳртри пурнăçа хăнăхса çитнĕччĕ пулсан та. Пирĕн чи пысăк айăп вăл – эпир ăна ирĕке кăларса яни. Вилме яниех пулать вăл.

Ача куçне мăчлаттарчĕ. Ку лару-тăрура пĕр япала теприне хирĕçленине тĕшмĕртрĕ вăл.

– Атте, кайăксене ирĕклĕх кирлĕ тесе ху каларăн-çке. Унта вĕсене читлĕхринчен лайăхрах, – урамалла кăтартрĕ вăл аллипе.

– Эпĕ хам та çапла шутлаттăмччĕ, ывăлăм. Анчах читлĕх кайăкĕсем шăпи урăхларах çав.

– Мĕншĕн?

– Вăрах вăхăт хушши читлĕхре янтă апатпа пурăннă кайăк ирĕкре мĕнле тăранасси пирки шухăшлама пăрахать. Çавăн пирки вăл выçса вилет. Пӳртре тата ăна никам та кӳрентермен, тапăнман. Урамра вара кашни утăмрах – тăшман, тискер кайăк, асăрханса кăна ĕлкĕр. Çавăнпа та пирĕн юрăçăмăр чĕрĕ юласса шанма хĕн. Килтех пурăнмаллаччĕ унăн.

Ачан куçĕнче куççуль пăчăртанчĕ.

– Эпĕ ăна шеллесе кăларса ятăм вĕт-ха, – нăшăклатрĕ вăл.

Ǎнланатăп сана, ывăлăм. Анчах мĕн пулнă çав пулнă ĕнтĕ.  Кайăка тупаймастăн, тытса кĕрейместĕн халь тин. Тунă йăнăша тӳрлетме май çук. Çут çанталăкăн хаяр саккунĕ çавнашкал-çке-ха. Хăйне хирĕç каякана нихçан та каçармасть, пĕр йăнăша та манмасть, кашнинчех явап тыттарать вăл.

Ывăл ӳсрĕ. Нумайччĕ унăн теттисем, анчах урăхран   чĕр-чун таврашĕ усраман. Час-часах уçă сывлăша тухаттăмăр. Кайăксем юрланине итлеттĕмĕр. Юрăç кайăк çинчен вара нихçан та сăмах хускатман. Тунсăхлă пулăма  мĕншĕн аса илмелле-ха?