Тăрăр вăйă картине

Эльби Валентина Андреевна

    

Содержание:

 

ТĂРĂР ВĂЙĂ КАРТИНЕ

ӲСНĔ ЧУХ

 

ТĂРĂР ВĂЙĂ КАРТИНЕ

 

Çĕр çинче пур-ши пирĕн ял ачисем пек вăйă выляма юратакансем. Темĕн çав. Мĕн кăна шухăшласа кăлармаççĕ вĕсем! Уйрăмах – çуллахи кунсенче. Чăннипех те савăнма пĕлеççĕ. Калас пулать, вăйă яланах тикĕс, инкек-синкексĕр иртмест. Халăхра та: вăйăран вăкăр тухать, теççĕ. Тепĕр чухне ху пуçарнă вăйăшăн юлташсем умĕнче хытах иамăсланма тивет. Мĕнех вара, ун пек чух ăса çеç вĕренен.

Униче карти урлă каçса кĕрер-ха, кур, паллаш пирĕн ял ачисемпе.

Урамĕсем еплерех аслă пирĕн, çурчĕсем кервен. Йĕри-тавра йывăçсем ешереççĕ.

Чим-ха! Иртсе ан кай. Тăнла.

Тусăмсем, юлташсем, тантăшсем! Театр курма васкăр! Билечĕ хаклă мар, пилĕк пус çеç тăрать! Укçа çук пулсан, пĕр çăмарта памалла!

Кăна эпĕ – Ксей, ачасене йыхăратăп. Эпĕ хапхапа кĕлет хушшинчи юпа çине хăпарса тăнă. Кунта мана таçти, таçти урамри ачасем те аванах курма пултараççĕ, Сассăм та таçта çитиех янăрать. Итлесе пăх акă:

Хо-хо-хо-хо-о-о-о! Ки-л-се-мĕ-ĕрр!

Хам килте пукане театрĕ уçнăранпа та паянхи пек хĕремесленсе кăшкăрман пулĕ.

Çапла, эпĕ килте пукане театрĕ уçрăм. Ĕненместĕн пулсан, хапха тăррине хăма çине çырса çапнине вула: «Пукане театрĕ». Юнашарах «Кассă», тесе çырса хунă. Кассăн чӳречи те пур. Хапха хăмине пăчкăпа хамах касса кăлартăм. Ну, мĕнрен кая? Мĕншĕн театр тес мар?

Мĕншĕн пĕр ача та çук? Ачасем сан театрна курма юратмаççĕ-и, тесе ыйтатăн-и? Юрататчĕç. Питĕ килĕштеретчĕç. Пĕр эрне каярах курасчĕ! Ачасем хапха умĕнче лăках хĕвĕшсе тăратчĕç. «Мана кĕрт! Мана!» – тесе тĕпĕртететчĕç. Кассăна пĕрисем – укçа, теприсем – çăмарта тăсатчĕç. Эпĕ вĕсене билетсем параттăм. Чăн-чăн билетсемех турăм, тĕрлĕ тĕслĕ сăрсемпе илемлетсе çыртăм.

Хĕлип ачасене кĕçĕн калинккерен картишне – театра (театрĕ ман ампар умĕнче) кĕртсе тăрать, Паллах, вăл кашниннех билечĕсене тĕрĕслет. Пирĕн ял ачисем усал мар, билетсăр кĕме хăтланакансем çук. Анчах та театрăн йĕрки çапла: билет тĕрĕслемелле. Хĕлип текенскер кам, тетĕн-и? Хĕлип вăл ман помощник, манпа пĕр класра вĕренекен ача. Никам илтиччен калам: унăн пысăк çитменлĕх пур, вăл ĕмĕтсĕртерех. Яланах манран канфет ытларах илме хапсăнать. Кĕттĕр, парăп эпĕ ăна ытлашши, тыт кукиш.

Картиш тулли пухăнатчĕç ачасем. Пуканесем вылянине каçса кайсах пăхатчĕç. Айвансем! Тăлавартан çĕленĕ анчăк вĕрсе ярсан, ахăлтататчĕç вара вĕсем. Никам тытса чараймĕ. Пукане-асанне калаçни те вĕсене култарать. Йытăшăн та эпех вĕрнине, пуканешĕн те эпех калаçнине нивушлĕ тавçăраймастчĕç-ши?

Ачасенчен, пухăннă укçапа çăмартасене ăçта хуратăн, тетĕн-и? Ку ниме юрăхсăр ыйту. Вăйă пулин те, ку – ĕçлени. Артистсем вылянăшăн шалу илеççĕ-и? Илеççĕ. Манăн ма илес мар. Апла пулсан, хам ĕçлесе тупнă укçана кама парас? Вăл ман укçа. Çав укçапа мĕн тăвас тенĕ, çавна тăватăп. Лавккана кайса канфет туянатăп. Эх, пылак-çке канфечĕ. Чĕлхе çинче ирĕлет, ирĕлет те йăнк! çеç анса каять. Ман тата тепĕр пысăк ĕмĕт пур. Пукане театрĕ кăтартса пухнă укçапа велосипед туянатăп! Ярăнатăп, ярăнатăп... Пĕлсех тăратăп, ман тавра ача-пăча нăйлатĕ. Пурте лартса чуптарма йăлăнĕç, Эпĕ хыт кукар мар, тархасшăн. Пилĕк пус патăр та, ав çав юман йывăççи патне çитсе килтĕр. Ярăннăшăн кам укçа патăр, тетĕр-и? Ай-ай, чее. Велосипечĕ камăн? Манăн. Ярăнас килет пулсан, – укçа патăр, ярăнас килмесен – ан çулăхтăр. Ку укçапа мĕн тăватăн, тетĕн-и? Чăнах, мĕн тăватăп-ха укçипе? Кун çинчен тĕплĕн шухăшламан-ха, Тен... Çук, халь мар, тепĕр чух калăп. Çапла... Темиçе кун хушши тарăхатăп. Театр куракансем килмеççĕ. Юпа тăрринче тăр ĕнтĕ кăшкăрса. Мĕншĕн килмеççĕ? Сисетĕп. Ман шутпа сăлтавĕ – Çуппара. Вăл кунта килсе çаврăниччен ман ĕç пыл та çуччĕ. Пĕтĕмпех пăсрĕ. Çуппа вăл манпа пĕр класра вĕренекенскер. Тӳрех калатăп: питĕ чипер хăрача. Анчах та чиперринчен ытла унра темле асамлă вăй пур. Калать çеç, пĕтĕм ача ăна итлет, вăл мĕн хушнине тăвать. Кирек кама та хăй майлă çавăрать. Эпĕ ун куçĕнчен пăхма та вăтанатăп. Куçĕсем унăн хуп-хура та йăлтăркка – икĕ пиçнĕ çĕмĕрт. Ăнлантăн-и, мĕнлескер çав хĕрача. Ачасем театра çӳреме пăрахнăшăн мĕншĕн Çуппана айăплатăп? Акă мĕншĕн. Вăл ман пата килнĕ кун пирĕн хапха умĕнче çын ярмăрккăри пекехчĕ. Пурте театра кĕресшĕн тĕрмешрĕç. Ачасем картишне кĕрсе пĕтнĕпе пĕрехчĕ ĕнтĕ, сасартăк курах кайрăм: пирĕн кĕçĕн калинкке умне Çуппа пырса чарăнчĕ. Эпĕ, кассă чӳречинчен пăхса лараканскер, ăна таçтанах асăрхарăм. Ахаль те хитрескер, вăл çу кунĕсенче татах çавракаланса кайнă. Хĕрлĕ галстук çыхнăран-и, пичĕ-куçĕ çап-çутă çуталса тăрать. Темшĕн вăл ытти хĕрачасем евĕр мар, çӳçне, кĕске пулин те, пĕр çивĕте çивĕтлет.

Çуппа тӳрех театра кĕресшĕн пулчĕ. Анчах Хĕлип калинкке урлă урине тăсрĕ те:

Билет?– тесе ыйтрĕ.

Манăн унашкал япала çук вара.

Çук пулсан туян, унсăрăн театра кĕрейместĕн, – лаплаттарса хучĕ Хĕлип, унтан аллиле ман еннелле тăсса каларĕ: – Веç, куратăн-и «кассă» тесе çырнине? Çавăнта билет сутаççĕ те.

Билет туянмалла эппин?– терĕ Çуппа.

Чухласа юлаймарăм сассинчен, те тăрăхласа, те чăнласах каларĕ вăл. Пуçне каçăртса Çуппа кассă умне пырса тăчă.

Мĕн хак билет? – ыйтрĕ вăл.

Пилĕк пус, – терĕм.– Е...

Пуçланă сăмаха каласа пĕтереймерĕм. Çуппа çат! хурса пачĕ пилĕк пус укçа. Эпĕ ăна йăпăр-япăр ярса илесшĕнччĕ. Анчах ман ăша ют çын кĕрсе ларнă, тейĕн, аллăма каялла яш турттарчă. «Мĕн тума кĕртен ăна театра? Ку хĕрачасăр авантарах, хăюллăрах пулĕ сана...» – пăшăлтатрĕ ăшри ют этем. Вара ирĕксĕрех çапла каларăм:

Сана билет сутмастăп, театра кĕртместĕп.

Билетсем чӳрече янаххи çинчех тăратчĕç. Сиссе те юлаймарăм, Çуппа пĕр билетне хап ярса тытрĕ те кулса каларĕ:

Билечĕ ман алăра, укçи сан алăра.

Вĕçтерчĕ вара хăй Хĕлип патнелле. Лешĕ, паллах, ăна-кăна сисменскер, чарма шутламарĕ те.

Кăмăлăм пăсăлчĕ. Ун умĕнче, пĕлсех тăратăп, пуканесене вылятма ал-ура, чĕлхе-çăвар çавăрăнас çук, тата вăл кăлтăк тупса тиркешетех. Мĕн тăвас? Шухăша кайса, пусăрăнса тăни кăлăхах, килĕшӳсĕр. «Ксей, ăçтиçук хĕрачашăн пуçна ан ус! Малалла!» – командă патăм хама хам. Анчах мĕн мурĕ? Кассă умĕнчен хăпаймастăп. Билетсене сутса пĕтереймении тытса чаратъ-ши? Ура мĕншĕн тăр-р-тăр-р чĕтрет? Эх, хăямат. Хĕлип çаплах калинкке патĕнче тăрать.

Питĕр! – кăшкăртăм Хĕлипе, алла сулса. Лешĕ ăнланмасть.

Мĕ-ĕн? – тет.

Калинккене питĕр, теççĕ сана?

Сассăм темле урмăшса тухрĕ. Хĕлип ман пата пычĕ. Хăй хаваслă.

Ксей, – тет вăл, – паян чăн-чăн пысăк театрти пекех, халăх йăтăнчĕ кăна. Укçа енчĕкĕ самаях тулчĕ пулас?

Манăн çиллĕм килчĕ. Мĕн ĕç пур унăн укçа çинчен калаçма? Эпĕ пухнă укçа унăн кĕсйине кĕрсе выртнăнах пакăлтатать. Тăвасчĕ хăйĕн ĕçне лайăхрах. Çуппана кĕртсе янă ав.

Çапах та Хĕлип каланă хыççăн енчĕке силлесе пăхмасăр тӳсеймерĕм. Чăнкăр-р! чăнкăр-р! чăнкăртатать вак укçа.

Пурака, пурака пăх-ха эсĕ, Ксей, – сĕнет мана каллех Хĕлип тĕлĕнсе.

Пуракри çăмартасене курсан тата вак укçа чăнкăртатнине илтсен, кăмăлăм çĕкленчĕ. Шутла-ха эсĕ, пукане театрĕ курма килнĕ ачасенчен камăн та пулин çакăн чухлĕ укçа пур-и? Паллах, çук. Вĕсем кашниех е амăшĕнчен, е ашшĕнчен йăлăнса илнĕ çав пилĕкшер пуса. Манăн хамăн. Укçа! Укçа!

Эпĕ укçа енчĕкне кĕсъене персе чикрĕм те, çăмарта пуракне хул айне хĕстерсе, патваррăн утрăм. Ма именес? Уйрăмах Çуппаран? Тупăннă отряд совечĕн председателĕ. Суйласан такам та председатель пулма пултаратъ. Вăтанма эпĕ ним те вăрламан.

Хĕлип! Ут хăюллăрах, – терĕм хама хастарлантарас шутпа.

Хĕлип лиска йытă евĕрех, лĕпĕстетрĕ ман хыççăн.

Ампар умĕнче халăх тулли. Тĕрĕссипе каласан, халăх мар, ача-пăча. Кĕтеççĕ мана, артиста. Эпĕ çитсен, вĕсем шăпланчĕç. Хăйсене чăн-чăн театр куракансем пекех тыткалаççĕ.

Ку хутĕнче кулисă хыçне Хĕлипе те чĕнтĕм. Пĕр пуканине выляттăр хуть, усси çавăнта пултăр.

Манăн пуканесемпе пĕрле «Çарăк» ятлă юмаха выляса памалла. Юмахри ĕçсем пирки чарăнса тăмастăп, çак юмаха пĕлмен çын тĕнчере çук пулĕ.

Пирĕн васкасах спектакль пуçламаллаччĕ, анчах эпир Хĕлиппе тавлашса кайрăмăр. Вăл йăпăр-япăр анчăка ярса илчĕ та ăна тӳрех сценă çине кăларма пикенчĕ. Геройсене çапла тĕлли-паллисĕр кăларма юрать-и? Анра этем. Çыхăнха çавнашкал хăлăхсăрпа, ĕнсӳне хуçăн. Аран-аран ӳкĕте кĕчĕ. Эпĕ сылтăм алла старике тытрăм та çарăк патнелле шутаратăп. Хам калаçатăп. Сулахай алăпа – карчăкне. Ĕнтĕ мăнукăн тухмалла. Икĕ пуканене тĕрентерсе хăваратăп та мăнукне илме чупатăп. Халĕ ĕнтĕ анчăкăн черет. Анчăк – Хĕлипре.

Васка! – кăчăк туртатăп ăна.

Хĕлип ăнланчĕ. Анчăка старикпе карчăкăн мăнукĕ хыçнелле шутарма пуçланăччĕ çеç, вăл пĕр-ик хут вĕрсе те илчĕ, темрен-çке ури çакланнă, кĕрĕс-мерĕс çĕре персе анчĕ. Йытă чаршав (тĕрĕссипе илсен эпир шăналăк карнă) леш енне, ачасем курса ларакан çĕре, пат! персе анчĕ.

Ы-ых-ых, мемме! – терĕм. Сассăм шăл витĕр сăрхăнса тухрĕ. Хĕлип манран хăраса пулас, ыратнине пăхмасăр чаршав айĕпе упаленсе тухма пикенчĕ. Эпĕ ăна çавăнтах, уринчен ярса тытса, каялла туртса илтĕм.

Тăхăнтарса ярап пĕрре ĕнсӳнтен, – терĕм, чăнахах та аллăма çĕклесе.– Пĕтертĕн, ачасем умĕнче намăса ятăн!

Мĕн тӳпелешен! – мăкăртатать Хĕлип. – Пур пĕрех унта пĕр ача та юлман.

Сӳпĕлти! – кăшкăрса пăрахрăм, вăл каланине йĕп çăрти тăрăшшĕ те ĕненмесĕр.

Куçу курать пулсан, хăв пăхсам!

Хальхинче чăнахах та Хĕлипĕн сассинче кăштах чăнлăх пурри палăрчĕ. Пур пĕрех ĕненместĕп. Ун пек пулма пултараймасть. Ачасем пукане театрĕ курма çав тери юратаççĕ-çке. Вĕсене кӳсекпе хăваласан та салатаймăн. Çапах та, шăналăка пĕр кĕтессинчен сирсе, пуçа кăларса пăхрăм. Мĕн тейĕн? Пĕр чун та юлман! Хăш вăхăтра тухса кайнă? Вĕсене хăваласа çитес пек, кĕçĕн калинкке патне тапса сикрĕм. Ахалех пулчĕ. Никам та çук, йĕрĕ те курăнмасть. Калинккине те чип-чиперех хупса, шашулккине те антарсах хăварнă. Ним калаймăн, тирпейлĕ. Ман чунра тăвăл хускалчĕ! Мĕне пĕлтерет ку? Мăшкăлланине-и?.. Çак ĕç никамăн та мар, Çулпан. Пĕтĕм ачасене вăл илĕртсе илсе тухса кайнă. Эпĕ пукане театрĕ тунăшăн вĕчĕхет.

...Кайнă. Пăрахса кайнă. Никам та юлман. Мана темле шухăш çавăрса илчĕ, чĕре шар çурăлнăнах туйăнчĕ. Çӳçенсе илтăм. Калинкке çывăхĕнче тек тăрас килмерĕ. Эпĕ васкасах амлар умне, Хăлип патне, тавăрăнтăм. Вăл кунтах, кайман ав, пуканесемпе аппаланать.

Мĕн тăвăпăр? – ыйтрăм унтан. Хĕлип ним те чĕнмерĕ, айăплăн çĕрелле пăхса, пуçне айккинелле пăрчĕ.

Эпĕ шухăшлатăп: пуканесене начар вылятнăшăн тармарĕç-ши ачасем? Лайăхрах хатĕрленес. Тепле пулсан та вĕт-шакăра алăран вĕçертме юрамасть.

Паян эпĕ ачасене каллех пукане театрĕ кăтартаешăн тăрмашатăп. Пуканесем хатĕр. Калаçма вĕрентĕмĕр. Çавăнпа та ĕнтĕ юпа тăрринчен хĕремесленсех кăшкăратăп:

Ачасем, театр курма васкăр!

Кăшкăрнă май юпа тăрринче тапăртатса ташласа илетĕп Чарăнтăм. Тимлесе итлетĕп. Пĕр сас-чӳ те çук. Ăçта мурта ачасем? Мĕнле кăра çил вĕсене шăлса кайнă? Чим, кĕлет хыçĕнче кĕхлетсе ӳсĕрни илтĕнчĕ мар-и? Ăхă, чиперех илтенчĕ. Тĕрĕс. Ав, ав, çынни курăнчĕ. Кĕтесрен пăрăнатъ. Кам ку? Эх-х! Кĕтни харама кайрĕ. Мăшкăл! Ачасем мар. Кӳршĕри кинеми. Карчăк тени театр куракан çын мар ĕнтĕ. Мур илесшĕ. Тăхта-ха, тăхта... Ват çынна ача ăсĕ кĕрет, тенине илтнĕ эпĕ. Тен, вăл театр курма килет? Тен, вăл мăнукĕсене ертсе тухнă? Кăшт та вăхăт иртмĕ, пĕчĕкскерсем шăкăртаттарса та çитĕç. Асламăшĕ, вĕсенчен маларах килсе, билет туянасшăн пулё. Вăл, ав, саппун аркине хиврелетсе çавăрса тытнă. Тем тесен те çăмарта. Сахал-махал мар лулас, вуннăшĕ пурах. Ватă çынна сума сăвас пулать, иртсе ан кайтăр. Кăшкăрам-ха хытăрах, тен, хăлхи витĕрех мар унăн.

Спектакль пуçланать! Билетсăр ан юлăр!

Хам каллех лапăстин-лапăстин сиккелерĕм, хурчăка çунатти евĕр алăсемпе авăсатăп.

Кинемей ман тĕле çитсен тапах чарăнчĕ. Куç харши çумне ал лаппипе тытса çӳлелле пăхкаларĕ. Мана курчĕ те шак хытса тăчĕ. Туятăп, вăл ăнланмасть пулас.

Çăмартине кӳр, – терĕм алла тăсса. – Миçе билет парас? Кинемей тĕлĕннипе каялла чакса тăчĕ.

Акă билетсем туянăр! – терĕм кинемее.

Э-эй, çырлах! – мăкăртатса илчĕ кинемей. Сассинчен уйăрса илеймерĕм: те мухтать, те ятлать. Çук, çук! Мĕншĕн ятламалла-ха?

Ара, çулла та светке çурет-и?–терĕ татах кинемей.

Светке мар, пуканесен театрĕ! Билет ил те кĕр картшне, – ăнлантартăм хайхискерне.

Килнĕ çынна алăран вĕçертес килмест. Картишĕнче хӳме шăтăкĕнчен пăхса тăракан юлташăма, хамăн помощнике, систертĕм:

Хĕлип, питĕркĕчне шутарса, калинккене уç!

Халех!

Хĕлип калинккене часах уçаймарĕ. Кинемей малалла кайрĕ. Сăмаххисем кăна ман хăлхама çитсе перĕнчĕç: «...хальхи ача-пăчана итлесен карта хушшине пырса хĕсĕнĕн. Илес-милес тăхăннă та юпа тăрринче çухрашать кăна...».

Эпĕ хам тумтире пăхрăм. Чăнах та илес-милес тăхăннă-ши вара эпĕ? Мĕн ăнланать вăл карчăк? Тĕттĕм çын. Çакăн чул пурăнса та вăл клоун курман. Мĕн пур сăлтавĕ те çакăнта. Эпĕ пур, ачасене ытларах илĕртес тесе, çĕр çывăрмасăр, аннен кивĕ саппунĕсемпе тутрисене пухса, артист кĕпи çĕлерĕм.

Чăтайми çиллентĕм. Тарăхнипе Хĕлипе хăтăрса пăрахрăм:

Çитет йăраланса! Мăран! Калинккене вăхăтра уçаймастăн.

Питĕркĕчне шутарасси юпа тăрринче авкаланса тăрасси мар,– мăкăртатрĕ Хĕлип.

Эй, санпа муталанса пĕр пус тупас çук.

Мĕн çав таранах тулашан, кинемей пур пĕрех сан театрна кĕрес çукчĕ.

Пур пĕрех, пур пĕрех... – витлесе илтĕм. – Санпа ĕçлеме пуçăнсан, ачасем те килме пăрахрĕç.

Хĕлип, çак сăмахсене илтсен, шăртне тăратмаллипех тăратрĕ.

Юл, эппин, пĕччен!– терĕ вăл хăюланса.– Пăрахатăп та каятăп, текех санăн тарçу пулас килмест.

Вăл çынни çавнашкал, каларĕ пулсан – тăвать, пăрахса каятех. Пĕччен юлсан мĕн курăп? Юрамасть Хĕлипе кӳрентерме, ямалла мар ăна. Кĕсъерен пăрçа евĕр çаврашка канфетсем кăлартăм та, чăх-чăпсене кĕрпе сапса панă пек кăт-кăт! тесе, юпа тăрринченех çĕре сапрăм. Хĕлип хапха çумне таянчĕ те вырăнтан та хускалмасть. Шăл витĕр чăрт! çеç сурчĕ. Мĕне пĕлтерет ку? Халиччен упалене-упаленех пуçтараканччĕ.

Мĕн куштанланса тăран? Саншăн ку вир пĕрчи мар, тусăм, – канфет.

Курман пулĕ ун пеккине. Каятăп Çуппа ушкăнне. Унта вĕсем лайăх вăйăсем выляççĕ, – терĕ те Хĕлип утма тытăнчĕ.

Ирĕксĕрех манăн кĕсъерен кĕмĕл хутпа чĕркенĕ канфет кăларма тиврĕ.

Ме-çке! – терĕм. Хĕлип йăлт çаврăнса пăхрĕ. Эпĕ умлă-хыçлă икĕ канфет ывăтрăм. Хĕлип канфетсене çĕре ӳкме памасăр, сывлăпфах яра-яра тытрĕ. Пĕлетĕп ăна: канфет çиес тесен, çунакан вутта сикет.

Эпĕ юпа тăрринчен сиксе антăм. Хĕлиппе калаçас пулать. Иксĕмĕр те карта çумне, çерем çине лартăмăр.

Ксей, пар тата икĕ канфет.

Эсĕ мана тĕп тăван! – кăшкăрса ятăм эпĕ.

Ан хĕрхен, пар татах икă канфет, хутпа чĕркенисене, – тилмĕрчĕ вăл. – Вара ачасем пухма каятăп.

Икĕ конфет шел мар. Парас марччĕ те ачасане кам пухса килĕ. Хĕлип сăмах вакласа тăмарĕ, канфет ĕме-ĕме Турикасалла уттарчĕ. Эпĕ, вăл кайсан, чылайччен лартăм. Пирĕн умран ачасем мар, çитĕннисем те иртсе çӳремеççĕ. Халăх ăçта-ши паян? Аса илтĕм, ара анне ирех утă çулма тухса утрĕ. Темĕн, паян театр куракан пулĕ-ши? Пионерсем утă çулнă çĕре кайнă. Эппн, ман пĕчĕккисене, шкул çулне çитмен ачасене, илĕртме тивет. Ларса пулмасть-ха, хам та Анаткаса çитсе килем.

Эпĕ тӳрех Укçине инкесем патне кĕтĕм. Вĕсен икĕ ача: Плакипе Кринкка. Иккĕшĕ те шкула çӳремеççĕ. Иртнинче вĕсем ман пукане театрне питĕ юратса пăхнăччĕ. Амăшĕ те: «Тавах сана, Ксей, ачасене шухса вылятса ларнăшăн», – тенĕччĕ. Çăмартине те хăй аллипех тыттарнăччĕ. Плакипе Кринкма паян килте çук. Картишне те, пӳртне те чӳречерен пăхрăм. Курăнмасть. Кӳршĕ кил умĕнче пĕр пĕчĕк ача пĕчченех выляса çӳрет. Кивĕ çăпата çине курăк тиенĕ те туртса пырать.

Эй, ачи! Мĕн тăван? – чĕнтĕм хайхискерне.

Утă турттаратăп, феймăна, выльăхсене çитейме.

Хă, утта çăпатапа? Култаран. Халĕ космоса ракетăсем вĕçеççĕ. Эсĕ тĕттĕм ача. Мĕн ыррине кĕтĕн санран.

Пĕчĕк ача ним те калаймарĕ.

Тусăм, – кăчăк туртса чĕнтĕм эпĕ ăна, – пукане театрĕ курма пыратăн-и?

Анчăк пукане-асаттене çыйтнине куйма-и?

Ăхă. Эсĕ пĕркун курнă эппин?

Куйнă.

Татах курас килет-и?

Килет.

Апла пулсан атя.

Ача хаваслансах манпа юнашар сиккелесе утма тытăнчĕ.

Тăхта, – терĕм ачана. – Ара эсĕ билет туянма укçа илтĕн-и?

Ай-яй. Пийĕн укçа çук.

Эппин чăх йăвинчен пĕр çăмарта кĕрсе ил. Чăх йăви хăш тĕлтине пĕлетн-и?

Пĕлеп.

Чуп, эппин. Ас ту, никама та ан курăн, вăрттăн.

Килте никам та çук.

Ача картишне хапха айĕнченех кĕрсе кайрĕ. Нумай кĕтмелле пулмарĕ, вăл сирпĕнсе те тухрĕ.

Йăвая икĕ çăмайта, иккĕшне те илтĕм. Ме тыт, – терĕ вăл, çăмартисене мана парса. – – Анчах ас ту, театйя кĕйт.

Пĕр çăмартине илсе эпĕ кĕсъене чикме пикеннĕччĕ çеç, таçтан муртан пĕр çын сиксе тухрĕ те кăшкăрса ячĕ:

А-а-а, эсĕ-и-ха вăл пĕчĕк ачасене илĕртсе çăмарта пухса çӳрекен?! Тинех лекрĕн пулас!

Ман Çара урасем Çине чаш! вĕри шыв сапнăн туйăнчĕ. Ах, вĕтелерĕ! Унăн аллинче вĕлтрен пулнă иккен. Аран-аран вĕÇерĕнсе тартăм. Ура тӳсмелле мар тĕлкĕшет. Çырма хĕррине чупса ҫитсенех кукленсе лартăм. Пăхатăп урана – хĕп-хĕрлĕ хĕрелнĕ ӳт ҫийĕн шап-шурă хăмпăлчăсем. Пулать ҫав тери усал этем. Ура ыратать пулин те, вăрах ларма юрамасть. Театр курма пыракансем тупмалла. Ӑҫта, хăш урамра шырас? Пуҫа шухăш пырса кĕчĕ: тен Хĕлип театр курма ачасем пухса пынă? Театр хуҫи кунта, Çырма хĕрринче, мĕскĕнленсе ларать. Тем тесен те вĕсем мана кĕтеҫҫĕ. Ырă ĕмĕтпе Çунатланса чупрăм. Киле ҫитрĕм. Клоун кĕпине тăхăнса хапха тăрне хăпартăм. Хĕлиппе ачасем халь-халь персе Çитеҫҫĕ пуль. Мĕн тейĕн? Чĕрем чăнах та тĕрĕссине сиснĕ. Ав, пăх, Турикасран урам тăрăх пĕр ушкăн ача анать. Стройпа, юрă юрласах утаҫҫě. Ха, параппанне те тăнкăртаттараҫҫĕ. Горнне те манман. Кунталла, кунталла килеҫҫĕ! Ур-ра! Хĕлип, тупата, ăслă. Маттур! Мĕн чухлĕ ача пухнă вăл? Ачисем те айван ҫынсем мар. Пĕркун ҫуппа шуйлантарса янă вĕсене. Пĕлетĕп, кирек кам та театра кăмăллать.

Çывхараҫҫĕ. Лайăхрах илĕртес. Театра ҫитнине туйччăр.

Театр курма васкăр! Билечĕ йӳнĕ!

Чăн-чăн артист тейĕн ҫав хама. Сассăм мĕнлерех уҫă. Ак япала. Колоннă умĕнче – Çуппа! Эппин вăл театр уссине ăнланнă. Иртнинче ачасене хăй илсе тухса кайнă, халĕ хăй илсе килет. Ырă кун паян. Пултаракан хĕрача. Паттăр пулнишĕн пурте юратаҫҫĕ ăна. Хам та хаклатăп. Епле пĕр харăс уттарать вăл шĕпĕлккесене.

Юпа тăрринчен хыпалансах анмастăп-ха. Кассă умĕнче пĕр вăхăт кĕшĕлтетсе тăччăр. Эпĕ трибунă ҫинче мăнаҫлăн тăратăп. Сăмахсене алăпа сулса калатăп. Ак тамаша! Мĕн хăтланаҫҫĕ? Е вĕсем ман сасса илтмеҫҫě? Иртсе каяҫҫĕ.

Тăхтăр! Çĕнĕ спектакль! Билечĕ йӳнĕ – пилĕк пус! Укҫа пулмасан, пĕр ҫăмарта!

Вĕсем чарăнма шутламаҫҫĕ те. Иҫмасса, пĕр ачи те пулин ман енне ҫаврăнса пăхмасть. Мĕне пĕлтерет ку? Ӑҫта каяҫҫĕ вĕсем? Колоннă хыҫĕнче пĕччен ҫапкаланса пыраканĕ кам? Э-э, ара ку Хĕлипиҫ. Кур-ха эсĕ ăна, юриех пулас, урине еплерех ҫĕклесе утма тытăнчĕ. Ай-ай, пуҫне каҫăртрĕ. Хăйне кам вырăнне хурать-ши? Мемме. Çуппана курнă та, эпĕ те кирлĕ мар. Ман енне пĕр хут куҫ ҫĕклинччĕ, юпа тăрринче ҫапах та эпĕ-ҫке. Юрĕ. Куншăн ăна нихҫан та каҫармăп.

Иртсе кайрĕҫ. Шалт тĕлĕнетĕп. Ӑҫта кайрĕҫ-ха вĕсем? Ман чĕре сисет. Тем тесен те Çуппа пукане театрĕ уҫнă. Хĕлипе, ман патăмра ěҫе вĕреннĕскере, хăйĕн помощникне илнĕ. Тепěр тесен хĕрачана укҫа пухни килĕшмест те.

Татах юпа тăрринче тăманалла пăхса ларсан, мана шуҫ чуманпа шутарĕҫ. Вĕсен хыҫĕнчен каяс. Ан та кĕтчěр, ан та шанччăр, вěсен театрне укҫа парса кĕместĕпех. Кĕрсен те хăйсене тулласа пăрахăп, пуканисене пăсса, ватса пěтерĕп. Çак шухăшпа юпа тăрринчен анса ачасем хыҫăн утрăм. Вĕсене юриех хуса ҫитместĕп, пыратăп курăннă-курăнман. Çывхарсан тӳрех Çуппа куҫĕ тĕлне пулăп, ҫитет вара ăна шăл йĕрме: «Ӑхă, эсĕ хăвах лган вăлтана лекрĕн», – тейĕ. Эпĕ ирĕклĕ ҫын, ҫын ташшине ташлакан ача мар. Уйрăмах хĕрачасен сиккипе сикессĕм ҫук.

Çуппасен килĕ курăнать. Пĕлсех тăратăп, манран курса, хапха ҫумне кассă тунă пулĕ-ха. «Кунта пукане театрĕ ĕҫлет» тесе ҫырса ҫапнă ĕнтĕ.

Çывхарчĕҫ Çуппасен килĕ тĕлне. Анчах мĕн мурĕ? Мана тарăхтарасшăн Çапла хăтланать-и? Кур-ха эсě ăна, ачасене килне илсе кĕмерĕ. Аҫта ертсе каять-ши? Хĕрача темерĕн. Пĕлес килнипе чунăм тӳсме ҫук вĕчĕрхенме тытăнчĕ. Халĕ хама хуть ҫурмаран касса пăрахчăр, эп вĕсенчен юлмастăпах. Тăкăрлăка кĕчĕҫ. Ай-ай, кунта мĕн туса хунă? Мĕнле илемлĕ! Чечексем куҫа илĕртеҫҫĕ. Миҫе клумбă, йăран! Чаплă аллейă. Варринче такăр сукмак. Саксем те лартса тухнă. Сукмакăн икĕ айккине шурă, хĕрлĕ кирпĕч татăкĕсемпе тĕрлесе капăрлатнă. Иĕркипех пĕчек йывăҫсем. Сукмакĕ ăҫта ҫити тăсăлать, сада кĕмелли алăк патне пырать. Ял ачисен сачĕ вăл. Парне. Як Никич полковник-пенсионер хĕрĕ патне кайнă та каялла таврăнман. Хăйĕн садне ял ачисене парнеленě. Сачĕ ҫамрăк, илемлĕ тесе калаҫнине илтсеччĕ эпĕ пысăккисенчен.

Çуркунне Çуппа пахчана ĕҫлеме хăваласа ман тинкене илнĕччĕ. Эпĕ пур пĕрех пăрăнса юлма пěлеттĕм. Сăлтав ҫине сăлтав тупса тăраттăм. Юлашкинчен чĕнме те пăрахрĕҫ. Çапла пěр хутчен те килмен. Сад пахчине курман-и эпĕ? Хамăрăн та пахча тулли пан улми. Ӗҫсĕр ларман. Пěччен пукане театрĕ уҫ-ха. Пайтах вăй хумалла: пуканесем тумалла, кĕписене ҫěлесе тăхăнтармалла, юмахне тупса сăмаххисене вĕренмелле, тата ытти те.

Ачасем Çуппана итлетчěҫ. Темле плансем тăватчĕҫ, тавлашатчĕҫ, кулатчĕҫ, вара уроксем пĕтсен ушкăнпа тухса каятчěҫ. Каникула ярсан пĕринпе те хирĕҫ тăрса калаҫман, Ку таврана килсе те пăхман. Ав мĕскер тунă вĕсем!

Стройпа килекенсене аллейă пуҫланнă ҫĕрте, ҫул хĕрринче, тăракан икĕ ача салют парса кěтсе илчĕҫ. Хуралта-и вĕсем? Çуппа рапорт парать вĕсене. Эпĕ аякра, йăмра хыҫĕнче, вăрттăн пытанса тăнипе рапорт сăмахěсене уҫăмлăн илтейместĕп. Темле кинемейěнне пахчинчи ҫĕр улмине ҫумран тасатнă, терĕ пулас.

Тăкăрлăк леш енчен стройпа тепĕр ушкăн ҫитрĕ. Колоннă пуҫĕнчи хĕрлĕ галстуклă арҫын ача хуралта тăракансене каллех салют парса рапортларĕ. Эль шывĕн ҫыранĕнчи утта тавăрса пĕтерни ҫинчен пĕлтерчĕ.

Çав ачасене пăхса тăнă май курман та, ман умранах хамăрăн улттăмěш класра вĕренекен Плаки иртет. Вăл та пĕччен мар. Пĕчĕккисене, шкул ҫулне ҫитмен ачасене, мăшăррăн ҫавтăнтарнă та хăй хыҫҫăн ертсе пырать. Кашнин аллинче чечек ҫыххи. Плаки те ҫав шăкăр-макăрсене хуралта тăракансем умĕнче чарса тăратрĕ, рапорт пачĕ. Вăл пĕчĕккисемпе пĕрле улăхра уҫăлса ҫӳренĕ иккен. Пурте ырă-сывă.

Ытла та тĕлĕнмелле кунта. Малалла мĕн тăваҫҫĕ-ши? Ушкăнăн-ушкăнăн килнĕ ачасем аллейă айккинчи уҫă вырăна, ешĕл Çерем Çине тухрĕҫ.

Тăрăр вăйă картине! – илтĕнчĕ уҫă сасă. Тӳрех палларăм. Кăна Çуппа каларĕ. Хаваслăскерсем, кайăк чĕпписем евĕр чĕвěлтетеҫҫĕ. Тăрса тухрĕҫ. Чăн-чăн ҫавра кăшăл. Вăйă карти хускалнă май, юрă пуҫланчĕ. Юрлаҫҫĕ, зх юрлаҫҫĕ. Чарăнчĕҫ. Ташлаҫҫĕ, сăвă калаҫҫĕ. Пĕчĕккисем – шĕпшĕлтĕксем те сăвă пĕлеҫҫĕ. Юратать ку вак-тĕвек халăх вăйă выляма. Ун- ччен те пулмарĕ горн сасси сывлăша Çурса ячĕ: ту-ту-ту! Унталла-кунталла пăхкалатăп. Куртăм. Сада кĕмелли алăк умĕнче пĕр пионер курăнса кайрĕ. Горнне ҫӳлелле ҫěкленĕ, вăй вылять. Ахăртнех, вăл вылякан ачасене йыхăрать пулас, унсăрăн лешсем шуйланмăччĕҫ. Вăйă карти пěр тĕлтен пăт татăлчĕ. Пăхсан, кĕркунне кăнтăралла вĕҫекен кайăк хур картине аса илтерет. Чи малта каллех – Çуппа.

«Хур» карти алăк умне ҫитрĕ. Çуппа горнистпа юнашар тăчĕ. Ачисем вара пĕрин хыҫҫăн тепри сада кĕре-кěре каяҫҫĕ. Эпĕ пытанса тăнă йăмра хыҫĕнчен тухрăм. Аллейă патне самаях ҫывхарса тăтăм. Алăк умěнчи ачасем питĕ лайăхах курăнаҫҫĕ. Рет кĕскелнěҫемĕн кĕскелет. Хыҫалта каллех Хĕлип. Вăл мана асăрханă пулас, пуҫĕпе сĕлтет. Алăк умĕнче Хĕлипе чарса тем калаҫрĕҫ. Пахчана кĕрес умĕн Хĕлип мана вăрттăн кăчăк туртрĕ. Вăл илĕртмесĕрех ахаль те чун кăсăкланса тăратчĕ. Мĕн пур-ши вĕсен садěнче? Мĕн тăваҫҫě-ши вĕсем унта? Шутсăр пĕлес килет. Пĕр-иккĕ сиксех алăк умне ҫитсе тăтăм. Анчах та Çуппапа горнист пахча алăкне хупма ĕлкĕрчĕҫ.

Мана та кĕртěр! – терěм эпĕ, алăка шаккаса.

Çуппа садран ман пата каялла тухрĕ. Вăл, алăк тăррине кăтартса, вулама сĕнчĕ. Унта хěрлĕ хăмач ҫине ҫапла ҫырса хунă: «Эсĕ коммунизма кĕме тивěҫлĕ-и?»

Эпĕ ним калама та пĕлмерĕм.

Вуларăн-и? – ыйтрĕ хĕрача.

Вара мĕн? – терĕм ăна.

Вуларăн пулсан, ответне илтесшĕн, – терĕ Çуппа.

Пахчара тăракан ачасенчен тахăшĕ кăшкăрса ячĕ.

Вăл коммунизма кěме тивĕҫлĕ мар!

Мĕншĕн тивĕҫлĕ мар? Ытла нумай пĕлетĕн-ҫке !– чăркăшма тытăнтăм эпĕ.

Чăннипех те Çаплах! – терĕ ҫав ачах. Пурте ахăлтатса кулса ячĕҫ.

Мĕншĕн апла? Мĕне пĕлтерет ку? – ыйтрăм тарăхса.

Пукане театрĕ кăтартнăшăн укҫа илетĕн!

Кашниншĕн пилěк пус ыйтатăн!

Укҫа пулмасан – ҫăмарта! Сăхă ача эс!

Ман пит пĕҫерсе кайрĕ.

Ачасенчен пĕҫертнĕ укҫапа мĕн тăвăн-ха эсĕ, Ксей? Эпĕ чĕнместĕп.

Ачасем кулаҫҫĕ:

Хăйма ҫиме вĕреннĕ кушак вăл, пылака вĕреннĕ.

Чĕчĕ пăрушĕ вăл, кунĕн-ҫĕрĕн канфет ĕмет!

Çук, текех вĕсем питленине тӳссе тăма хал ҫитерейместĕп, палт ҫаврăнтăм та чупрăм. Пахчари ачасем темшĕн шавласа юлчĕҫ. Çав шав хупппинче эпĕ хама ятран: «Ксей! Ксей!» тесе чĕннине аванах илтрĕм. Урăх никам та мар, Çуппа чĕнчĕ. Унăн сасси. Анчах ниепле те тавҫăрса илейместĕп: шеллерĕ-ши е пахчана выляма кĕртесшĕнччĕ-ши?

Киле Çитсен ампар умĕнче шăналăк хыҫне кĕрсе лартăм. Ещĕкре пуканесем выртаҫҫĕ. Ав, старикпе карчăк, вĕсен мăнукĕ, йытă, шăши. Вĕсем темшĕн ман ҫине йĕрĕнсе те тарăхса пăхнăн туйăнаҫҫĕ. Мĕнле ăнланмалла пурнăҫа? Эх, таҫтан пуҫа пырса кĕнĕ укҫа тупас шухăш... Ас тăватăп-ха, кӳршĕ ял – Çĕнкас ачисем хĕлле пирĕн шкула пукане театрĕ килсе кăтартнăччĕ. Вĕсем пĕр ачаран пĕр пус укҫа илмерĕҫ вĕт. Куракансем мĕнле кăмăллă юлнăччĕ. Эпĕ вара? Пилĕк пус е пĕр ҫăмарта илнĕ. Тьфу! Ах, ăш ҫунать-ҫке, чун ыратать. Мĕн тăвас? Чун асапĕн пĕтĕм сăлтавĕ те пуканесенче тейĕн. Пукане ещĕкне ҫĕклерĕм. Пĕтĕмпех ҫырмана кайса тăкам.

Çак вăхăтра хапха уҫăлчĕ те картишне кӳршĕ хĕрĕ, комсомол организацийĕн секретарĕ Униҫҫе кĕчĕ. Мана курчĕ те хавассăн калаҫма пуҫларĕ.

Ксей, эсĕ полковникăн садне каймăн-ши, ачасене пукане театрĕ кăтартма – ыйтрĕ вăл. – Часах эпĕ те пыратăп.

Мĕн? – терĕм тĕлĕннипе. Кассăн-кассăн вĕрекен ăшă ҫил пуҫа уҫăлтарнă пекех пулчĕ. Кăшкăрса ятăм: – Каятăп! Эпĕ ачасене укҫасăр пукане театрĕ кăтартма каятăп!