ТĂМАНАПА МУЛКАЧĂ

Яковлев Иван Яковлевич

Тĕттĕм пулчĕ. Тăманасем вăрманта варсем тăрăх çиме шырасa вĕçсе çуре пуçларĕç. Пĕр пысак карсак уçланка сиксе 'тухрĕ те ларса юсанкала пуçларĕ. Çамрăк тăмани калать:

Мĕншĕн эсĕ çав мулкача тытмастăн?—тет.

Ватти калать:

Пысак ытла, вай çитес çук: эсĕ ăна çаклатăн та, вăл сана чăтлаха сĕтĕрсе кĕрĕ,—тет.

Çамрăк тăмани калать:

Ак эпĕ ăна хăрах урапа çаклатам та теприпе часрах йываçран ярса тытам,—тет.

Унччен те пулмасть, çамрăк тăмани карсак çине ярăнать анать. Хайхискер чăнах та хăрах урипе ăна çурăмĕнченярсаилет те, мĕнпур чĕрни кунăн ăшне кĕрсех каять, тепĕр урине часрах йывăçран çаклатса илме хатĕрлет. Мулкачи сĕтĕре пуçласанах, тăмана часрах тепĕр урипе йывăçран ярса тытатьте шухашлать: каяймăн ĕнтĕ, тет. Мулкачи карт туртăнать те тăманана çурать пăрахать. Вара тăманан хăрах пĕççи йывăç çине юлать, хăрах пĕççи мулкачă çурăмĕ çине каять.

Тепĕр çул çак мулкача кайакçă тытать, тет. Вара ун çурăмĕнчи ÿт илсе ларнă тăмана чĕрнисене курса: ку чĕрнесем кунта аçтан килсе ларнă-ши тесе шалт тĕленчĕ, тет.