Тăмана

Семендер Юрий Семенович

- Тӗвик-тӗвик тӑмана,

Каласамччӗ эс мана,

Санӑн килў ӑҫтарах -

Тӑварах, анатарах?

- Манӑн килӗм ав лере,

Анкартинче, ўплере,

Ҫӑка кашта хунӑскер,

Ҫиелтен хуп витнӗскер.

- Тӗвик-тӗвик тӑмана,

Ыран тӑнӑ-тӑманах

Ман сан пата пырасчӗ,

Юмахласа ларасчӗ.

- Ыран мана ўплере

Эс тупайӑн-ши вара?

Эп ҫӗрле ялан ӗҫре,

Тул ҫутӑлсан - канура.

 

Тӑманан куҫӗсем хӑй умӗнчине ҫеҫ кураҫҫӗ. Пурпӗрех вӑл йӑлтах асӑрхать, мӗншӗн тесен пуҫне 270 градус чухлӗ ҫавӑраять.