Тĕлпулу

Галкин Александр Алексеевич
Ак, тӗл пулчӗ Хураçка
Лӑпӑс-лӑпӑс кушака.
Тытӑнчӗ тӳрех вӑрçма:
– Ма вӑрларӑн эс хӑйма?
Кур,
Сӑмсу епле шап-шур!

Нимӗн калама кушак
Аптӑрарӗ – тамаша!
– Ҫӑнӑх лекнӗ пуль ара…–
Терӗ хӗрелсе вара.