Тĕлĕнтермĕш улмуççи

Галкин Александр Алексеевич
Ха, епле хӗл кунӗнчех кунта
Ларнӑ улмуççи ӳссе капла?
Улмисем те шӑкӑрах тата,
Кӗп-кӗрен – сӗткенлӗ пулмалла.

Тутанса пӑхас тесе пӗрне,
Пытӑм та эп улмуççи патне,
Улмасем çӗкленчӗç те вӑштах!
Куçӑмран çухалчӗç самантрах.

Тӗлӗнтӗм те хытрӑм юпа пек:
Уйӑпсем-çке пулнӑ, вӑт инкек!