ТĔКĔР

Ялгир Петр Алексеевич

Куçкĕски умне тăрса

Пуçăнтăм капăрланма.

Асатте çакна курса

Тытăнчĕ ăнлантарма:

 

«Тĕкерпе пит ан çыхлан

Курăн пĕр хăвна кăна.

Инçете тинкер ялан —

Курăн пĕтĕм таврана».