Сывлӑм ӑçтан тупӑнать?

Николаева Людмила Петровна

Ватӑ Кӗлпукпа ирех

Эпир тухрӑмӑр хире.

Иксӗмӗр те мучипе

Чӗркуççи таран йӗпе.

 

Тӗрлӗ тӗлӗнтермӗшсем,

Ҫуралаççӗ ыйтусем:

Мӗн-ха çунӑ çӗрӗпех,

Çӗрӗ мӗншӗн тип-типех?

 

Ирхи сывлӑм ку, мӑнук,

Кунта вӑрттӑнлӑх та çук.

Сывлӑм ӑçтан тупӑнать?

Ку, пепкеçӗм, çӗр сывлать.