Сывǎ-и, тусǎм!

Васильева Наталья Александровна

СЫВǍ-И, ТУСǍМ!

ХǍШĔ ЛАЙǍХРАХ?

ЧИ КИРЛĔ СǍРǍ

ХУДОЖНИК МĔН КАЛАСШǍН ПУЛНǍ?

Санăн аллунта юмах кĕнеки. Пачах та иккĕленместĕп: эпир санпа туслашатпăрах. Мĕншĕн тесен эсĕ ÿкерме-сăрлама питĕ-питĕ юратнине эпĕ пĕлетĕп. Ǎçтан пĕлетĕп тетĕн-и? Ку ман вăрттăнлăх пултăр. Паллашар-ха: мана Кисточка теççĕ. Эпĕ сăрлама юрататăп, кирек мĕн те ÿкерсе хума пултаратăп. Сăмахран, пĕлĕтсемпе хĕвеле, санăн тăван хулуна е ялна, эсĕ пурăнакан çурта, ун умĕнчи чечексене... Халиччен никам курман-пĕлменнине те шухăшласа кăларма, ÿкерсе кăтартма пулать. Санпа иксĕмĕр пĕр-пĕр кăсăклă истори шухăшласа кăларăпăр е хальлĕхе никам та çитсе курман çĕршыва кайса килĕпĕр.

Эпĕ асамлă Асамат хулинче пурăнатăп. Тен, çитĕннисем ĕненмĕç, тĕнчери пĕр карта çинче те ун пек ятлă хула çук тейĕç. Вĕсен шучĕпе, пирĕн планета çинче шыраса тупман, тĕпчесе пĕлмен вырăн юлман. Эпĕ калатăп: пур çавăн пек хула. Асамат хули теççĕ ăна. Унта кашнин хăйĕн çитсе килме тăрăшмалла. Атя манпа пĕрле çулçÿреве. Çав хула урамĕсемпе утса çÿрĕпĕр, унта пурăнакансемпе паллашăпăр.

Эпĕ хам çав хулара пĕр художник чĕннипе пулса курнăччĕ. Вăл сăрт çинче вырнаçнă пилĕк хутлă çуртăн чи çÿлти хутĕнче пурăнать. Художник ирпе ирех, хĕвелĕн чи малтанхи пайăркисем йăпшăнса пырса ун чÿречинчен пăхсанах, кайăксен сассипе вăранать. Унăн çуртне курсан эпĕ тĕлĕнсех кайрăм: кивĕ мар хăй, анчах чалăшнă. Мĕнле тытăнса тăрать-ха вăл çĕр çинче? Аялта мĕн пулса иртнине сăнас тесе юриех пĕшкĕннĕ пек курăнать вăл аякран.

Ўнерçĕ хăш чухне килĕнчен шуçăмпах тухса утать. Хăйĕнпе пĕрле кашнинчех этюдник илет.

Тахçан авал çак хулана çичĕ асамат кĕперĕн хули тенĕ. Асамат хулинче яланах телей, савăнăçлă кулă хуçаланать. Унта мĕн ĕмĕтленетĕн, çавă пурнăçланать. Çумăр хыççăн тÿпере çичĕ асамат кĕперĕ карăнать. Тÿперен вĕсем илемлĕ пысăк купол пек авăнса анаççĕ те, хула юмахри пек курăнса каять. Ǎçта юмах - унта юптарма юратакансем, юмахри геройсем. Кам кăна çук-ши çав хулара! Паян эпĕ вĕсене пурне те асăнса тăмăп, унсăрăн сана пĕр интереслĕ истори каласа пама вăхăт юлмĕ тата.

Нумай-нумай çул каялла хулана сăрăсем куçса пынă. Вĕсен çемйисем пысăк та туслă пулнă: гуашь сăррисен, акварельсен, çуллă сăрăсен çемйисем, темперлă сăрăсен йышĕ... Кашни çемйин - хăйĕн йăлисем, пурнăç йĕрки. Мĕнле кăна тĕс çук-ши унта: саррисем, кăваккисем, кĕреннисем, шупкисем, хĕрлисем... Хăш-пĕр тĕссен ячĕсем тĕлĕнмелле илемлĕ тата хăйне евĕрлĕ: вĕсене ахахпа, рубинпа, малахитпа, хăмла çырлипе... танлаштарса чĕннĕ. Вĕсем çинчен малашне каласа парăп-ха.

Çак сăрăсене паллатăн-и эсĕ?

Вĕсен тĕсĕсене тюбиксем çине çырса хур.

Япаласене кирлĕ тĕссемпе сăрласа илемлет.