Сылтӑм тата сулахай

Николаева Людмила Петровна

Акӑ сылтӑм, сулахай.

Сылтӑм ал ӗҫлет пӗрмай.

Сулахайӗ кахалрах,

Вӑл канасшӑн ытларах.

Сылтӑм ал ҫырать, сӑрлать,

Ҫул ҫине тух - сасӑлать.

Итлеменнине юнать,

Ыр ҫынна, кур, ал парать.

Ҫавӑнпа-ши сулахай

Кашӑк тытма вӑтанать?