Сылтăм тата сулахай

Николаева Людмила Петровна

Акă сылтăм, сулахай.
Сылтăм ал ĕçлет пĕрмай.
Сулахайĕ кахалрах,
Вăл канасшăн ытларах.
Сылтăм ал çырать, сăрлать,
Çул çине тух – сасăлать.
Итлеменнине – юнать,
Ыр çынна вăл ал парать.
Çавăнпа-ши сулахай
Кашăк тытма вăтанать.