Суяпа инҫе каяймăн

Волков Геннадий Никандрович

Пĕр çын мĕн ачаранпах ухмахла шӳт тума та суйма юратнă тет. Пĕррехинче ирхине хаяр сасăпа:

– Кашкăр! Кашкăр! – тесе кăшкарса ячĕ тет.

Акă ун патне кӳршĕ-аршисем чупса та çитеççĕ. Пăхаççĕ: нимĕн те çук. Çынни вара хăй ахăлтатса кулса ларать тет.

Пулăшма пынисем ăна ятларĕç-ятларĕç те килĕсене кайрĕç тет.

Тепĕр кунхине кӑнтăрла çак çын:

– Пушар! Пушар! – тесе кăшкӑрса ячĕ тет.

Кӳршĕсенчен хăш-пĕрисем пурпĕрех шаннă-шанманах чупса çитрĕç тет. Кураççĕ: леш каллех ахăлтатса кăна ларать тет.

Ак хайхискер, пĕр тĕттĕм каçхине ун çуртне вăрăсем кĕреççĕ тет.

– Вăрă! Вăрă! – тесе кăшкăрать тет ку пĕтĕм вăйран.

Анчах кӳршĕ-аршăсем ку татах улталать тесе ун патне пĕри те пымарĕç тет.

Вăрăсем çакăнне пĕр япала хăвармасăр çаратса тухса кайрĕç тет. Çийĕнчи кĕпи-йĕмне те хывса илчĕç тет.

Ирхине кӳршисем çак суеçĕ макăрса ларнине курах каяççĕ тет, анчах ăна ĕненмерĕç те, хĕрхенмерĕç те тет. Макăрам пекки çеç тăвать пуль тесе пăранса утрĕç тет.

«Çынна улталăп тесе ан шутла, хăвна улталани анчах пулать», – тесе вĕрентнĕ ваттисем. Вĕсен чăн сăмахне итлемесен ыррине кураймăн.

Пĕрре улталан, иккĕ улталан, виççĕмĕшĕнче ларса йĕрен.