Суxхан тĕлĕкĕ

Народное творчество

Пĕр пуян карчăкпа старикăн ватлăхра ача çуралнă. Ачана Суххан тесе чĕннĕ. Кун пулнă та çĕр пулнă, ача часах ÿссе çитнĕ. Пĕр ирхине тăрсан ашшĕне:

Атте, тĕлĕк тĕлентĕм, - тенĕ Суххан.

Мĕн тĕлĕк тĕлентĕн? - ыйтнă ашшĕ.

Темле йăпатса, вăрçса ыйтсан та ача тĕлĕке каламан. Ашшĕ питĕ чурăс пулнипе ача çине çилленсе пасарта ачи тĕлĕк тĕлленни çинче пĕлтернĕ тата çапла пĕлтерÿ çырса çапнă: «Ача тĕлĕк тĕленнĕ, каламаншăн сутатăп!» - тенĕ.

Пĕр улпут урампа иртсе пынă чух пĕлтерĕве вуланă та: «Ку ачана хам патра çулталăк усрас та мана калĕ», - тесе пуянран ачана çĕр тенкĕ парса илсе кайнă. Пĕр çулталăк усранă хыççăн ачаран тĕлĕк калама ыйтнă. Ача каламан. Улпут çилленнĕ те ачана купсана сутнă. Купса çулталăк усранă хыççăн тĕлĕке калама ыйтнă, ача татах каламан.

Суххан тĕлĕк тĕленни çинчен патша та пĕлнĕ. Нумай вăхăт иртмен, патша вара ачана хăй патне илсе кайнă. Ача патша патĕнче виçĕ çул пурăннă. Патша патĕнче пурăннă чух патшан пĕртен пĕр хĕрĕпе - Сентепипе паллашса кайнă, пĕр-пĕрне питех те юратса пăрахнă.

Патша патĕнче виçĕ çул пурăннă хыççăн Суххантан ашшĕ патĕнче курнă тĕлĕке калама ыйтнă.

Çук, халсăр патшам, аттене те, улпута та, купсана та каламан пулсан, сана та нихăçан та каламастăп, - тенĕ ача.

Патша çилленсе Суххана вĕлермелле суд тăвассине пĕлсен, Сентепи çĕр çине шăтăк чавтарса çĕр пÿрте хупса усрама ыйтать. Патша, Сентепи ыйтнине пурнăçлать. Çĕр чавса çĕр пÿрт тăваççĕ те Суххана çав пÿрте хупаççĕ. Сентепи вăрттăн патша тарçисене укçа парса Суххан патне çÿреме çĕр айĕпе çул тутарать. Çав çулпа патша хĕрĕ Суххан каччă патне кулленех ĕçмелли-çимеллисем тăратать. Икĕ çамрăк питĕ те юратса пурăнаççĕ.

Патшан ывăлĕ ÿссе çитнĕ. Ывăла авлантарма тепĕр патша хĕрĕ патне кайма хатĕрленеççĕ. Паллах ку вăхăтра чукун çулсем, машинăсем пулман пирки лашапа кайнă. Çĕр пÿртре пурăнакан каччă- Суххан çак хыпара хĕрĕ урлă пĕлнĕ хыççăн çапла калать:

Юратнă Сентепи, аçусем мансăрăн хĕр илсе килеймеççĕ. Эсĕ мана пăшалпа хĕç пар та, вĕсем хыççăн яр. Вĕсем çитес çĕре малтан çитсе каялла та вĕсенчен малтан кунта çитĕп. Пĕр хăрамасăр яр? - тет каччă.

Патша хĕрĕ каччă сăмахне итлесе Суххана ярать. Ака Суххан тухса кайрĕ. Пĕр юхса выртакан шыв хĕрринче виçĕ усал ачи çапăçаççĕ.

Мĕн пулнă сире? - тет Суххан.

Эпир асамлă çĕлĕк тупрăмăр. Ăна тăхăнсан никам та курмасть Халĕ кашниех çак çĕлĕке илесшĕн, пайлаймастпăр, -теççĕ лешсем.

Ан вăрçăр, хам пайласа паратăп. Ак çакă кĕпçерен тухакан пăрçана кам малтан тупать, асамлă çĕлĕк çавăн пулать, - тет пăшал пульли хыççăн тапса сикеççĕ. Усал ачисем пульă хыççăн кайсан, асамлă çĕлĕке кĕсйине чикет те малалла утать. Нумай утрĕ-и, сахал-и, каллех тепĕр юхан шыв хĕррине тухать. Шыв хĕрринче икĕ усал ачи чĕп-чĕр юн пуличчен çапăçнă, пĕр-пĕринчен çаплах уйăраймаççĕ.

Мĕн çитмен сире? - тет Суххан.

Кавир тупрăмăр, кавира пайлаймаспăр, иксĕмĕр те илесшĕн. Тархасшăн, пайласа пар? - ыйтаççĕ усал ачисем.

Чарăнăр, вăрçмасăрах уйăратпăр. Эпĕ çак кĕпçерен пăрçа персе яратăп. Кам çав пăрçана малтан тупать, кавир çавăн пулать,- тет Суххан. Каччă пăшалтан персе ярать те усал ачисем çил кăларса пульă еннелле чупаççĕ. Усал ачисем куçран çухалсанах «кавира» кутамкине чикет те малалла утать. Утсан, утсан чÿклĕ шурлăх хĕррине çитет. Икĕ хĕрт-сурт тытăçнă та пĕр-пĕрне тÿпелеççĕ. «Эпĕ илетĕп», - тет пĕри, «эпĕ илетĕп», - тет тепри.

Мĕн тата хĕрт-суртсене çитмен? - тет каччă.

Мĕн çитесси, «укçа енчекĕ» тупрăмăр. Халĕ пайлаймаспăр. Вăл та илесшĕн, эпĕ те илесшĕн. Паянхипе виççĕмĕш кун çапăçатпăр. Пайласа пар-ха пире? - ыйтаççĕ хĕрт-суртсем.

Вăрçмасăрах пайлатпăр. - Каччă кĕсйинчен пульă кăларчĕ те, - çак пăрçана куратăр-и? - ыйтать хĕрт-суртсенчен. -Куратпăр, - теççĕ лешсем.

Апла пулсан çак кĕпçе витĕр персе яратăп. Кам малтан çитсе пăрçана тупать, «укçа енчĕкĕ» çавăн пулать, - тет Суххан. Пăшалтан мĕнле персе ярать, хĕрт-суртсем пăрçа хыççăн ăмăртсах чупрĕç . Суххан «укçа енчĕкне» кăсьйене чикет те кавир сарса ларать те çÿле çĕкленет. Патшапа ывăлĕнчен малтан хулана çитет.

Патшапа ывăлĕ çитеççĕ. Суххан «асамлă çĕлĕк» тăхăнать те пĕрле илес патша хĕрĕ патне кĕреççĕ. Патша хĕрĕ нумай шутласа тăмарĕ:

Мана качча илес тетĕр пулсан, ыран эпĕ мĕнле çутă, çĕвĕсĕр атăпа тухатăп, çавăн пек атă тупса килĕр, - тет.

Патшапа ывăлĕ тухаççĕ çутă, çĕвĕсĕр атă шырама. Суххан хĕр патнех юлать. Каçхине хĕр тухать те кĕлете, алă арманне патăртаттарать. Унччен те пулмасть шуйттан ачисем чупса пыраççĕ те:

Хăртапи, мĕн кирлĕ? - ыйтаççĕ.

Ир валли çутă та çĕвĕсĕр атă пултăр! - тет хĕр. Мĕн кирли пурте пулать, - теççĕ лешсем.

Хĕр хăй пÿлĕмне кĕрсе çывăрать. Шуйттан ачисем атă илсе пыраççĕ. Суххан атта илсе тухать те патшапа ывăлне хирĕç каять. Патшапа ывăлĕ Мустахвасам пек пуçĕсене чикнĕ, питех те хуйхăллă. Хулари лавккасем тăрăх çÿресе пĕтернĕ, патша хĕрĕ каланă пек атă тупайман.

Ма эсир ытла кун пек хуйхăллă? - ыйтать каччă. Патшапа ывăлĕ те Суххана палламаççĕ.

Патша хĕрĕ патне килтĕмĕр. Хĕр пире çутă та çĕвĕсĕр атă тупма хушрĕ. Пĕтĕм хулипе çаврăнтăмăр, тупаймарăмăр, - теççĕ.

Чĕрĕк патшалăхна парсан тупса паратăп, - тет Суххан.

Патша ывăлĕ ашшĕне аяккинчен тăк-тăк тĕккелесе: «Вăл усал пирĕн патшалăха пырас çук, çырса пар?» - тет. Патша шутлакаласа тăчĕ те хут çырса пичет пусса пачĕ. Суххан çавăнтах патша хĕрĕ ыйтнă çутă та, çĕвĕсĕр атта кăларса пачĕ. Патша ывăлĕпе ашшĕ хĕпĕртесех патша хĕрĕ Хăртапи патне кайрĕç. Суххан каллех «асамлă çĕлĕк» тăхăнса хыççăн карĕ.

Хăртапи, эсĕ ыйтнине илсе килтĕмĕр, - теççĕ мăнăраххăн.

Юрать, - тет хĕр. - Паян тепĕр ĕç. Ыран ирхине валли пÿрнери ылтăн çĕрĕ витĕр тухакан сараппан илсе килетĕр.

Патша ывăлĕпе патши хĕр патĕнчен тухаççĕ те хулари лавккасем тăрăх каяççĕ. Суххан патша хĕрĕ Хăртапи патне юлать. Каçхине хĕр ала арманне шатăртаттарать кăна усал ачисем ун патĕнче.

Хăртапи мĕн тата кирлĕ? - ыйтаççĕ шуйттан ачисем.

Ир валли ылтăн çĕрĕ витĕр тухакан сараппан, - тет.

Пулать, - теççĕ те куçран çухалаççĕ.

Хĕр çывăрсан шуйттан ачисем сараппана илсе пырса параççĕ, Суххан усал ачисем кайсанах сараппана илсе тухса каять. Хĕр вăрансан пăхать, сараппан çук. Акă арманне кĕлете тухса тата хыттăн халтăраттарать. Шуйттан ачисем çитеççĕ.

Тата мĕн кирлĕ? - теççĕ хайхисем.

Ăçта сараппан? Иртнĕ каçхи пек тăвас терĕр-и? Сире кашнине хупса тăн кÿртмелле-и? - çĕмĕрет хĕр. Сăмах та чĕнтермест шуйттан ачисене. Лешсем ташласа анчах тăраççĕ. Çав самантрах тепĕр сараппан илсе пырса параççĕ.

Суххан, патшапа патша ывăлне хирĕç каять. Кусем каллех хуйхăллă.

Мĕн пулчĕ сире? Патшапа патша ывăлне кун пек хуйхăллă пулни килĕшмест? - тет Суххан.

Патша хĕрĕ ылтăн çĕрĕ витĕр тухакан сараппан тупма ыйтрĕ. Хулари магазинсем тăрăх çÿресе пĕтертĕмĕр. Хăртапи каланă пек сараппан тупаймарăмăр. Акă тупрăмăр, çĕрĕ патне те пымаççĕ, - теççĕ лешсем.

Ман пур, - тет халь Суххан.

Тархасшăн пар? - ыйтаççĕ хайхисем.

Чĕрĕк патшалăхна паран, паратăп, - тет хайхи каччă. Патшапа патша нумай шутласа тăмаççĕ, чĕрĕк патшалăх пама пулса çырса, алă, пичет пуссах параççĕ. Хута алла илнĕ хыççăн сараппана парать те вĕсенчен уйăрăлса каять. Аяккарах кайсан «асамлă çĕлĕк» тăхăнать те кусемпе пĕрлех патша хĕрĕ патне каяççĕ.

Патша хĕрĕ сараппан пăхать, хăй те тĕлĕнсе каять. Патша ывăл илсе килни хăйĕнчен çитмĕл çичĕ хут хитре те çÿхе. Сараппана тытса çавăркаласа пăхать. Патша хĕрĕ татах тепĕр ĕç парать.

Ыран ир валли тутăр тупатăр, - тет хĕр. - Ылтăн тĕрĕллĕ пултăр, хура çынна шураттăр, шурă çыннна хураттăр.

Патшапа патша ывăлĕ тутăр шырама тухса утрĕçĕ. Суххан хĕр патне юлчĕ. Çĕрле патша хĕрĕ тинĕс хĕрне çитрĕ те икĕ аллине икĕ еннелле сулчĕ. Тинĕс çав самантра икĕ еннелле уçăлса каять. Тинĕс тĕпĕнче ылтăн çурт. Хĕр ылтăн çурта кĕрет. Çуртра виçĕ шăллă карчăк ларать. Карчăкăн пĕтĕм çÿçĕ ылттăн.

Ой, ачам, килтĕн-и? Сана качча илсех каяççĕ пуль? – тет карчăк.

Темле çав, илсех каяççĕ пуль. Халь каиччен пуç пăхма килтĕм, - тет хĕр.

Ах, ачам, пăх-ха, пăх эппин? - терĕ карчăк. Хĕр çавăнтах ларчĕ те карчăк пуçне пăхма тытăнчĕ. Пыйтă пăхнă май карчăкăн хăрăк ылттăн çÿç пĕрчисене хуçса кĕсйине чикет. Сухан кăна курать те карчăкăн пĕр çÿç пайăркине шарт! кăна туртса,татса илет.

Ай, хĕрĕм! Мĕншĕн ман çÿçрен туртан? - ыйтать карчăк.

Çук-çке, - тет хĕр.

Хĕр карчăк пуçĕнчи пыйти-шăркине пăхса пĕтерет те сыв пуллашса тухать. Мĕнле тинĕс хĕрне тухать, хĕр çаврăнса икĕ аллине сарса пĕрлештерет, тинĕс тулса ларать. Ылтăн çурт тинĕс тĕпне пулать.

Патша хĕрĕ киле çитрĕ те кĕлете тухса алă арманне шатăртаттарнă. Усал ачисем тухрĕçĕ те:

Хăртапи, мĕн кирлĕ? - ыйтаççĕ.

Акă сире ылтăн çип. Ирччен тĕрлесе тутăр тăватăр, хура çын çыхсан шураттăр, шурă çынна хураттăр, - тет хĕр.

Пулать, - терĕç те лешсем çухалчĕç.

Суххан шуйттан ачисемпе кайрĕ. Шуйттан ачисем тĕрленĕ тутăра илсе тухрĕç те патшапа патша ывăлĕсене хирĕç кайрĕ. Хула тăрăх шыраса ывăннă та куляннипе трактире кĕрсе ларнă, куляна-куляна ĕçеççĕ. Хальхи каччă пырса кĕнĕ те палласа илсе чĕнсе илнĕ:

Ку таринччен лайăх турăн. Паянхине тăваймастăн пулĕ ĕнтĕ, - теççĕ патшапа ывăл.

Мĕн тумалла-ши? Мен туса пама ыйтрĕ? - пĕлмĕш пулса ыйтать халь Суххан.

Ылтăн тĕрĕллĕ тутăр, çыхсан хура çынна шураттăр, шурă çынна хураттăр, - теççĕ лешсем.

Чĕрĕк патшалăх, - тет Суххан.

Тархасшăн, - теççĕ те лешсем çавăнтах хут туса параççĕ. Патшапа патша ывăл тутăра илеççĕ те патша хĕрĕ патне каяççĕ. Патша хĕрĕ тутăра пăхать, хăйĕнчен тата паха. Хирĕç каламалли çук.

Эпĕ сирĕн. Мĕн тума хушнине пурне те турăр. Ыранччен çак ĕçлĕ вырăнтан ман хваттере çити ылтăн сарсан, хăçан туй тумаллине палăртмалли кăна юлать, - тет хĕр.

Патшапа патша ывăле хĕр патĕнчен питех те кулянчăклăн тухаççĕ. Патшан пĕтĕм патшалăхĕпе ылтăн пухсан та çул сармалăхах ылтăн тупăнас çук. Хуйхă-суйхăпа трактире кайса ларчĕçĕ. Кусем патне Суххан çитет.

Ма питĕ хуйхăллă? - ыйтать хайхи.

Патша хĕрĕн виçĕ хушăвне пурнăçларăмăр, ку юлашкине пурнăçлияс çук. Çул сармаллăх укçа-ылтăн тупаяс çук. Пирĕн патшалăхĕпе пухсан та ун чухлĕ ылтăн çук, - тет патша.

Чĕрĕк патшалăхна паратăр, ирччен ылттăн çул пулать, -тет Суххан.

Паратпăр, туса пар, - теççĕ савăнăçлăн патшапа патша ывăлĕ. Çавăнтах çырса, пичет пусса хут туса параççĕ. Савăннипе эрех те ĕçме сĕнеççĕ.

Ирхине кайран ĕçĕпĕр, ыранччен сывă пулăр, - тет те Суххан кусенчен уйăрăлса каять. Каç пулнипе пĕр усал кĕсре тупса утланать те патша хĕрĕ Хăртапин ĕçлĕ пÿлĕмĕнчен хваттерĕ патне, хĕрт-суртсенчен илнĕ укçа енчĕкĕпе кутăн çавăрса силлеме пуçĕнчĕ. Çур çĕр çитеспе пĕтĕм çула ылтăн сарса тухрĕ.

Ирпе патшапа патша ывăлĕ мар, патша хĕрĕ Хăртапи те ылттăн çул илемĕпе тĕлĕннĕ. Çул илемĕпе ирпе хĕвел тухнă чухнехи пек йăлкăшса, çутăлса тăнă. Патша хĕрĕ Хăртапи хăйĕн ăшĕнче «кунта асамлăх пур» шухăшланă. «Эпĕ хам та асамçă та мантан тăта асамçă ку патша ывăлĕ», - шухăшланă.

Туй хăçан тумаллине калаçса татăлнă та патшапа патша ывăлĕ киле килме тухнă. Суххан кавир сарса, кавир çине ларнă та патшапа ывăлĕнчен малтан Сентепи патне çитнĕ.

Патша ывăлĕ авланнă ятпа çĕр-шывра мĕн пур хупнă çынсене ирĕке кăлармалла тунă. Патша хĕрĕ çĕр пÿртре пурăнакан Суххана аса илтернĕ. Патша пурăннине ĕненмесĕр пăхма янă. Чĕррине пĕлсен ирĕке кăларнă.

Туй пулса иртнĕ.

Патша Суххана чĕнет те:

Ну, Суххан, кала мĕн тĕлĕк тĕленнĕ? - ыйтнă. Суххан мĕн пур хулари çынсене чĕнтернĕ те пĕтĕм халăх умĕнче Хăртапия мĕнле илсе килни çинчен, кашни патша хĕрĕ панă хушăва пурнăçланăшăн чĕрĕкшер патшалăх пама пулни çинчен панă хутсене кăларса кăтартнă. Патшапа патша ывăлĕ алă пусса панă хутсене тытса пăхнă, чăн та вĕсем панинех пулнă. Пĕтĕм пуçтарăннă халăх пĕр сасăран, пĕр кăмăлран Суххана патша пулма суйланă. Çак кунтан Сухханпа Сентепи пĕр çемьере, юратса та савăнса пурăнаççĕ.