ÇӲÇЕ

Полорусов-Шелеби Николай Иванович

    Пур йывăçран маларах
Эп чечеке ларатăп,
Çут пурçăн пек шап-шурă
Шурă кăчкă кăларап.

    Хĕл сиввинчен хăраса,
Тĕттĕм çĕрте пурăнса,
Халран кайнă пыл хуртне
Малтан эпĕ чĕртетĕп.

    „Çĕрте ăшă çуркунне!
Тутлă сĕткен ĕмĕртеп —
Тух хăвăртрах, ылтăн хурт,
Пĕчĕк пÿртĕнтен!—тетĕп.