Сурӑх

Николаева Людмила Петровна

Сурӑх макӑрать: «Ме-ме-ме!

Кӗрӗк ӑшӑ ҫӳреме-ме!

Хӗлӗ иртрӗ тахҫанах.

Тарӑм юхать шӑпӑрах.

Кулине аппа, хӗрхен!

Питӗ шӑрӑх, питӗ хӗн.

Касса ил ҫемҫе ҫӑма,

Пулӗ сан чӑлха, ҫӑмат».