Сукмак

Кадкин Лев Кириллович

Калинккене яри уçсассăн
Кил картинчи кĕске сукмак
Урамалла чуптарчĕ сассăр,
Васкарĕ уялла тухма.
Чупать-чупать вăл ывăнмасăр,
Ыраш пусси урлах иртет,
Сăрт хĕррипе хăю пек ансăр,
Сурпан пек анлă уй-хирте.
Асамлă çип çăмхи кустарнăн
Чупсах шыратăп ун вĕçне,
Вăл пур – манран яланлăх тарнăн,
Пайланчĕ кайрĕ виç енне.
Сывпуласша сывлатăп ассăн:
«Çулу сан пултăрчĕ çавра.
Килех килсемччĕ çаврăнсассăн
Чупса Çĕр чăмăрĕ тавра».