Сухаллӑ савӑнӑҫ

Карягина (Степанова) Марина Фёдоровна

Саккӑрти самӑркка Сашука сĕт-турӑх, салма, сухари сĕнеҫҫĕ. «Саркайӑкӑм, савӑклан-ха», - сӑйлаҫҫĕ савса. Сашукĕ сурать, сĕтел сармине сĕтĕрет - сĕтелĕ самантра сӑйсӑр-мĕнсĕр: савӑт-сапи сылтӑмра, сӑмаварĕ сулахайра.

– «Сникерс» сутмаҫҫĕ-и-мĕн? Сĕчĕ сахӑрсӑр! Салми сивĕннĕ! Сухарийĕ сарӑ – сенкеррине суйламаллаччĕ! Сеп-сенкеррине!

«Сникерсчен» сĕткен сĕнеҫҫĕ.

– Сӑмсана сусӑрлатрӑр! – сӑтӑрать Сашук сĕткен сирпĕннĕ «суранне».

Сатин саппунпа сӑтӑраҫҫĕ. (Сӑтӑрмаҫҫĕ-ха – сĕртĕнеҫҫĕ.)

– Сӑпкара сиктерĕр! – салтӑнать самӑркка.

Сехечĕпе сиктереҫҫĕ сӑпкара.

– Сахал! – сĕмсĕрленет Сашук. – Сӑвӑласа сиктерĕр!..

Сӑлтавсӑр-мĕнсĕр сентрепе сĕкĕшет сĕмсĕркке, сакка силлет, «сӑртран» сикет, сехечĕ-сехечĕпе сĕпсалла сĕрлет. Суккӑрлатĕ-и-ха «сӑннипе»? Сасси суя, сӑмахĕ сӑпайсӑр...

Сехĕрлентерет-и сире саккӑрти Самӑркка? Сыхчӑ сыхлатӑрах! Саламатчĕ сисиччен.

Сасартăк сулхăнлатрĕ. Сас-хура сарăлче: самаях сивĕтмелле-мен. Сакăрвунă «Сникерсне» сĕренренпе суйла-суйла сăвакан Сашук сунаслать. Сăмси «сухăрлă», сасси салху:

– Савăтри, сур сухалли, сĕтеклĕ-си? – сÿпĕлтетет селĕпскер.

Сÿпĕлтетет сана – сиплине сисет! Савăтри сухан-çке-ха – сухалланса сарăлнă, симĕс сăмсаланнă. Сухан сывлăхшăн сипетлĕ, сĕткенĕпе сунасран сиплеççĕ.

Сĕт суса сĕрчĕç, сухан сĕткенне сăрăхтарчĕç. Сăптăрать Сашук симĕс сĕвемсене, сĕткенне сыпкăм- сыпкăм сыпать. Сăн-пичĕ… савăнăçпа сапăрланать.

– Сухаллă савăнăçăмсем! – савса сăнать савăтри сухансене.

Сашук сып-сывă – сатур салтак!

Сĕмсĕрлĕхрен, сăнсăрлăхран, сăпайсăрлăхран сиплерĕ-шим сухан:

– Салам сире! Сывлăх сунатăп! Сывлăха сыхламалла, – спектакльтилле сăмахлать Сашук. Суфлёрсăрах…