ӲССЕН ЭСĔ КАМ ПУЛАН

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Эпĕ ыйтрăм Лёньăран:
«Ӳссен эсĕ кам пулан?»

Лёня: «Летчик пулап, – тет, –
Самолётпа вĕçеп», – тет.

Эпĕ ыйтрăм Тольăран:
«Ӳссен эсĕ кам пулан?»

Толя: «Тухтăр пулап, – тет, –
Çын чирлесен – чĕртеп», – тет.

Эпĕ ыйтрăм Кольăран:
«Ӳссен эсĕ кам пулан?»

Коля: «Конюх пулап, – тет, –
Лашасене пăхап», – тет.