Ӳссен эсĕ кам пулан?

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Эпĕ ыйтрăм Лёньăран:

«Ӳссен эсĕ кам пулан?»

 

Лёня:

«Летчик пулап, – тет, –

Самолётпа вĕçеп», – тет.

 

Эпĕ ыйтрăм Тольăран:

«Ӳссен эсĕ кам пулан?»

 

Толя:

«Тухтăр пулап, – тет, –

Çын чирлесен – чĕртеп», – тет.

 

Эпĕ ыйтрăм Кольăран:

«Ӳссен эсĕ кам пулан?»

 

«Комбайнер эп пулап, – тет, –

Ылтăн тулă вырап», – тет.