Слон

Галкин Александр Алексеевич
Слон патне пыма та май çук, -
Пӗрӗхет шывпа чӑтма çук!
Ашкӑнсах,
Выля-вылях
Каткари шыва йӑлтах
Пӗтерет ӗнтӗ тӑкса, -
Вӑт вӑрӑм сӑмса!