СИЛПИ ЯЛĔНЧЕ

Иванов Константин Васильевич

СИЛПИ ЯЛĔНЧЕ

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче

Хĕвел пăхрĕ ăшăтса,

Силпи чăваш ялĕнче

Юр ирĕлчĕ васкаса.

Тусем, сăртсем хуп-хура

Юрĕ кайса пĕтнĕрен.

Тухать курăк çăп-çăра

Хĕвел хытă хĕртнĕрен.

Сивĕ, хаяр хĕл иртет,

Каять йĕрсе, хурланса,

Сивĕ куççульпе йĕрет

Иртнĕ куншăн хуйхăрса.

Путăксемпе, варсемпе

Çĕмĕрĕлсе шыв кĕрлет.

Анчах мĕнле йĕрсен те,

Хĕвел хĕртнĕçем хĕртет.

Хĕл куççулĕ шавласа

Юхса кайрĕ çырмара.

Ачи-пăчи выляса

Чупса çӳрет урамра.

***

Килчĕ ырă çуркунне,

Килчĕ, ячĕ ăшăтса.

Хĕвел савать тĕнчене,

Хĕл ыйхинчен вăратса.

Тĕттĕм вăрман чĕрĕлет,

Ешĕл тумтир тăхăнать.

Çеçенхир те ешерет,

Илемĕпе мухтанать.

Тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексен

Ырă шăрши сарăлать,

Пур çĕрте те кайăксен

Лайăх юрри янăрать.

Çӳлте, пĕлĕт айĕнче,

Тăри юрри илтĕнет.

Çемçе курăк çийĕнче

Путек-сурăх сиккелет.