Шыв хĕрринче

Галкин Александр Алексеевич
Тӑтӑм çеç пеме чулпа
Ҫырмари пӗр шапана,
Сантӑр çирӗп алӑпа
Тытрӗ çӑтӑрах мана:

– Ма тиветӗн эс ӑна?!
Терӗ вӑл, – сана хӑвна
Лектерсессӗн çак чулпа
Лайӑх-и, шутла çавна!..

Асӑрхарӗ курӑнать
Пӗвери шапа çакна:
– Ак-ак! – терӗ, – ак-ак-ак!
Кӗрт «мунча» хӑйне пӑртак!