Шыв арманĕ

Алга Александр Егорович

                     I

 

Йăлтăртатса юхать Сĕве

Сар уйăх питĕнче

Кăваккăн сарăлать пĕве,

Таппи ун пит инçе

 

Шарлак пĕве çинчен тахçан

Эп илтнĕччĕ юмах;

Шутларăм ăна паян

Сăвва-юрра хума.

 

Вăл пулнă, тет, ĕлĕк-авал.

(Кам асĕнмасть ăна?).

Хитре пĕве панчен пĕр ял

Илемлĕн курăнать.

 

Йăлтăртатса хĕвел кулать,

Ял тумланать чипер…

Унта-мĕн пурăннă пулать

Сарпи хăй каччипе.

 

«…Сарпи – çап-çамрăк сарă хĕр,

Чи çывăх тусăм манн,

Ăна курас тесех кĕçĕр

Эп тухрăм урама.

 

Сарпин сап-сарă çӳçĕсем

Кăлкан пек вăл кăтра;

Сарпи, ытла ан кĕттерсем,

Тухсамччĕ хăвăртрах.

 

Сарпин алка пек куçĕсем

Ытарайми сенкер.

Савни, часрах вĕçсе çитсем,

Вăраххăн ан кĕттер.

 

Сарпиçĕм, çамрăк пĕвӳ сан –

Шап-шур яштак хăва;

Савниçĕм, кантăкна уçса,

Илтсемччĕ манн сăвва».

Каччи çапла юрла-юрла

Шыранă савнине.

Сар уйăх – авăнчăк çурла

Хăпарнă тӳпене.

Çав самантра Сĕве çинче,

Вăрман патнерехре,

Шыв тăрăх сарăлнă инçе

Каçхи кăвак тĕтре.

 

                     II

 

Ĕçлет Сарпи мĕн ачаран

Тăмпай пуян панче.

Ĕçĕ каймасть-çке алăран

Ир пуçласа каçчен.

 

Ĕçлет-çке çăвĕ-хĕлĕпе,

Çапах та тутă мар,

Çапах та пĕр çĕнĕ кĕпе

Ун çук вăййа тухма.

 

Кам йăпанмасть юратупа?

Кам çамрăк чунĕ – чул?

Хăй савнине тăвать тупа

Сарпи, чуптунă чух.

 

Анчах Тăмпайăн ĕмĕтсем –

Тискер! Çĕрме пуян!

Ват супнă, йĕрĕнчĕк этем

Шутланă: «Ак, паян…

 

Паян, хĕвел анса ларсан,

Манпа пĕр каçлăха,

Сарпи, тую тапранĕ сан…

Кирлех-çке тăлăха».

 

Хĕвел анать те каç пулать,

Пӳртре Сарпи кăна.

Тăмпай çуланкалать, кулать,

Парне сĕнет ăна.

 

Çиленнĕ хĕр пĕр хăвăртрах,

Сурать те ун питне,

Кӳршĕ яла тухса тарать

Хăй аппăшĕ патне.

 

Анчах çурма çула çитсен,

Ик-виç юланутпа

Хĕрĕн çулне пӳлет иккен

Тарçисемпе Тăмпай.

 

Ак халь тусанлă çул çинче

Тăсланчăк ут сикет;

Ак хурчăка ытамĕнче

Выртать хитре пике.

 

Чĕн саламатăн ярапи

Ик енлетсе шăхрать.

Ĕшеннĕ, вилнĕ пек Сарпи

Сас кăларма хăрать.