Шур упа

Галкин Александр Алексеевич
Шурӑ, шурӑ шур упа –
Шурӑ юр пек тӑлӑппа.
Вӑкӑр евӗр мӗкӗрет,
Ик уран утса çӳрет.
Шӑрӑхран-ши,
Ашкӑнса-ши,
Шампӑр! çеç шыва чӑмать –
Путасран та хӑрамасть.