ШУР УПА

Галкин Александр Алексеевич

Шурă, шурă Шур упа

Шурă юр пек тăлăппа.

Каллĕ-маллĕ уткалать,

Ик ури çине тăрать,

Кĕç унтах ташша ярать.

Тарласассăн,

Ывăнсассăн,

Шампăр! çеç шыва чăмать.

Вăл çуралнă Полюсра, –

Çавăнпа та шăрăхра

Кансĕр ишмесен шывра.