Шурă пăрахут

Сарине Лидия Михайловна

Атăл тăрăх хăпарать

Шурă пăрахут.

Çыран хĕрринче ларать

Пирĕн пĕчĕк çурт.

 

Йытă çури хамлатать

Алăк умĕнче.

Сар автанĕ авăтать

Аслăк çумĕнче.

 

Чăххи-чĕппи айкашать,

Хĕвел питтинче.

Ачи-пăчи савăнать

Атăл хĕрринче.

 

Çулçўревçĕ сас парать –

Çамрăк капитан:

«Кам манпа пĕрле пырать –

Ишĕ кăмăлтан!»

 

«Ӳссе çитĕпĕр часах!» –

Терĕç ачасем.

«Ишсе кил ун чух татах!» –

Илтĕнчĕç сассем.

 

Йыт çури вĕрет – куштан:

«Каях! Кай кунтан!»

Сулчĕ çунатне автан:

«Сыв пул, капитан»