ШУРĂ ХУРĂН

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Кăтра хурăн, шурă хурăн
Лартрăм кӳлĕ хĕррине,
Çатан аврăм, карта турăм –
Хурăн юлчĕ варрине.

Ирĕн-каçăн шăваратăп
Çакă çамрăк хурăна:
Хăвăрт ӳстĕр,
Çулçă сартăр,
Илем кӳтĕр таврана.