Шурă чăрăш

Алексеев Осип Алексеевич

Шурă чӑрӑш пирӗн тӑрӑхри вӑрмансенче сайра тӗл пулать. Ᾰна Чӑваш ботаника садӗнче, тӗп хуламӑрти скверӗнче куратӑн. Ҫӗпӗрте ҫарта хӗсметре тӑнӑ чухне тайгана тухсан, яштака та ҫўллӑ – хӑшӗ-пӗри 80 метр ҫўллӗшне ҫити ўсет - йывӑҫ ҫине киленсе пӑхаттӑм. Сухӑр шӑршийӗ вара вӑй панӑнах туйӑнатчӑ. Яка хупӑллӑ йывӑҫа пырса ачашланмасӑр чӑтаймастӑмччӑ. Хӑшӗн-пӑрин хуппи ҫинче тӗллӗн-тӗллӗн сухӑр пуҫтарӑнакан лакӑм-вырӑн пур.

Шурӑ чӑрӑш лӑсӑллӑ ялан симӗс йывӑҫсен йӑхӗнчи хырсен ушкӑнне кӗрет. Лӑсси тўрӗ те вӑрӑм, лаптак вӗҫӗ пуклак тунара икӑ ҫутӑ йӗр, вӗсем тӑрӑх – тӗк евӗр вӗтӗ лăсă вырнаҫнă. Вӑрӑ йӗкелӗ турат ҫинче ҫўлелле кӑнтарса ўсет. Вӑл тӑрӑхла ҫавра е цилиндр евӗрлӗ. Вӑрлӑхлӑ хупӑ тата ӑна хупласа тӑракан хупкӑчӗ спираль евӗрлӗ вырнаҫнă. Вӑрри ҫунатлӑ, пулса ҫитсен хупӑлчи те пӗрле ўкет.

Çӗр ҫинче 50-а яхӑн тӗрлӗ шурӑ чӑрӑш теҫҫӗ. Вӗсем сăртлӑ-туллӑ вырӑнта, сайра чухне ҫӗр чӑмӑрӗн ҫурҫӗр пайӗнче те тўремре ўсеҫҫӗ. Пирӗн ҫӗршывра тӑхӑр тӗрли тымар янӑ, 16 тӗрлине тӗрлӗ ҫӗртен илсе килсе чӗртнӗ.

Шурӑ чӑрӑша илемшӑн те лартса ўстереҫҫӗ. Вӑл та, вăрманти те паха тӗшӗ параҫҫӗ, унпа стройкӑра усӑ кураҫҫӗ, кил-ҫуртра кирлӑ тӗрлӗ япалӑ тӑваҫҫӗ. Шурӑ чӑрӑш тӗтӗмлӗ тата сывлăш таса мар вырăна юратмасть, хăвăрт хăрать. Шурă чăрăш хуппинчен тата лăссинчен паха та хаклă сухăр; юхтараҫҫӗ.

Пирӗн ҫӗршывра ытларах Ҫӗпӗр шурă чăрӑшӗ сарăлăнă, вăл Европăн ҫурҫӗр хӑвелтуăхăҫ тăрăхӗнче тата Ҫӗпӗрте ҫирӗп тымар янă. Сивӗрен хăрамасть. Ҫак йывăҫăн лăсси 5 сантиметр тăршшӗ, хура-симӗс тӗслӗ, йăлтăркка. Йӗкелӗ. 5-8 сантиметр тăршшӗ, сухăрлă. Ҫӗпӗр шурă чăрăшӗпе целлюлозăпа хут производствинче усă кураҫҫӗ. Хуппинчен шурă чăрăш бальзамӗ – ырă шăршăллă мазь тăваҫҫӗ. Унпа тӗрлӗ кантăк ҫыпăҫтарнă ҫӗрте усă кураҫҫӗ, тӗрлӗ препарат хатӗрлеҫҫӗ. Лăссипе вӗтӗ тураттинчен шурă чăрăш ҫӗвӗ кăлараҫҫӗ. Вăл парфюмери прозводствинче кирлӗ паха чӗр тавар шутланать, медицинăра канăхвар (эмел) тунă ҫӗре каять.

Шурă чăрăш вăрăран ӗрчет.