Шупка юр

Растворцев Андрей Васильевич

Паян эп ирех вăрантăм. Мана хамăрăн кушак çури вăратрĕ. Унăн выляс килсе кайнă пулмалла та, хайхискер пуçне чалăштарса хăлхипе ман питрен сĕркеленет те сĕркеленет. Эпĕ тăтăм та чӳрече патне пытăм.

Урамра хĕвел пачах урăхла çутатать.

Пахчари йывăçсем çинче – юр! Анчах юр тĕсĕ пур йывăç çинче те пĕр пек мар: ăçта шурă, ăçта шупка.

Эпĕ тĕлĕнсе кайнипе кăшкăрсах ятăм:

– Анне! Аннеçĕм! Тăр-ха часрах! Пирĕн пахчара шупка юр çунă! Курса юл-ха, ахальлĕн вăл кĕçех ирĕлсе каять!

Анне вара манран маларах тăрса ĕлкĕрнĕ иккен. Вăл пӳлĕме кĕчĕ те кулсах ячĕ.

– Мĕн тери айван иккен эсĕ, ывăлăм! Мĕн юрĕ пултăр унта. Эсĕ çывăрнă хушăра пахчари улмуççисемпе чиесем çеçкене ларнă. Асăрхарăн пулсан, чиен çеçкисем вĕтĕ, шупкарах-кĕренрех тĕслĕ, улмуççи чечекĕ вара шултра, тĕсĕ те шап-шурă. Хыçалти кĕтесре ав çĕмĕрт те çурăла пуçланă. Куртăн-и? Атя, çăвăнса кил – ирхи апат çийĕпĕр.

Эпĕ çаплах пахчаналла тинкеретĕп. Йывăçсем çинче юр мар, çеçке пулнине ман ниепле те ĕненес килмест...