ШУЙТТАН ЧУРИ

Иванов Константин Васильевич

Виçĕ пайлă трагедии

Халăх калавне улăштарса çырнă

Пĕлĕт саншăн тимĕр пулĕ,

Тĕнче саншăн тамăк пулĕ,

Санăн кĕллÿ тётём пулё.

ПЁРРЕМЁШ ПАЙЁ

Чул çумĕнче пĕр этем

Ларать хытă йăнăшса.

Шăллĕ

Апла пулсан, кай кунтан,

Эпĕ сана тăван мар!

Тăшман çынна нихçан та

Памăп турă панине.

П и ч ч ĕ ш ĕ

Вĕлеретĕп! Парсан пар!

Шăллĕ

Вĕлер, чуну çитейсен.

Ватă юман хыçĕнчен

Шуйттан татах хĕтĕртет:

Ш у й т т а н

Ил укçине, ил туртса!

Ылттăн-кĕмĕл çап-çутă,

Хутаç тулли ялтăрать.

Шуйттан

Ил укçине — вăл санăн.

Ухмах çыннăн куçĕсем

Йăлтăр-ялтăр çунаççĕ.

Хутаç çине пăхнă та

Хутаç патне туртăнать.

Анчах шăллĕ укçине

Хăйĕн айне хурса ларнă.

Ик аллинче ик çĕçĕ —

Йăлтăртатса тăраççĕ.

Шăллĕ

Вилсен вилĕп, чĕрĕлле

Памăп турă парнине.

Ватă юман хыçĕнчен

Шуйттан татах хĕтĕртет:

Ш у й т т а н

Ил, ил, ухмах, мĕн тата

Каллĕ-маллĕ пусатăн?

Акă тăр-тăр чĕтресе,

Сăнă çÿле çĕкленчĕ,

Анчах чунĕ çитмесĕр

Татах аяла анчĕ.

Ватă юман хыçĕнчен

Шуйттан [татах] хĕтĕртрĕ.

Сăнă татах çÿлелле

Яр улăхса кайрĕ те,

Пиччĕш хăйĕн шăллĕне

Чиксе хучĕ укçашăн.

Çÿлтен кĕр-кĕр аслати

Кĕрлет, вĕркет хаяррăн.

Хура пĕлĕт куç харши

Тата хытă пĕрĕннĕ.

Ухмах этем, шăллĕне

Сăнăпала чиксенех,

Укçа патне сикрĕ те

Илчĕ укçа хутаçне,

Ташша ячĕ савăнса.

П и ч ч ĕ ш ĕ

Мана мĕн пит кирлĕччĕ?

Укçа, укçа,—акă вăл!

Укçа пулсан, мул та пур,

Унтан урăх мĕн кирлĕ?

Ылттăн-кĕмĕл манăн вăл,

Ялти пуян эпĕ вăл!

Кайăп киле ыранах,

Çитĕп киле каçченех,

Ылттăн-кĕмĕл çурт лартăп,

Выльăх тытăп пинĕпе.

Ирттерĕп çав пурнăçа

Савăнса çеç, кулса çеç.

Текех канăçсăр çынсем

Вăрçăсенче çÿреччĕр.

Мана тата мĕн çитмен?

Манăн акă пурте пур.

Ылттăн-кĕмĕл манăн вăл,

Ялти пуян—эпĕ вăл,

Укçа пулсан, мул та пур,

Унтан урăх мĕн кир/к"1!

Шуйттан юман хыçопчон

Сиксе тухрĕ ахăрса:

Этем хыççăн шуйттан та

Ташша ячĕ савăнса.

Ухмах çынна курăнми

Е ыталать аллипе,

Е чуптăвать тутипе,

Шуйттан чури тиейсе.

Этем укçа хутаçне

Хăрах алăпа йăтнă.

Тепĕр аллинчи хĕçпе

Шаккать укçа хутаçне,

Хутаç ăшĕнчи укçи

Шанкăртатать илĕртсе,

Ылттăн-кĕмĕл кĕввипе

Çын такмаклать ташласа.

П и ч ч ĕ ш ĕ

Мĕншĕн кунта кăлăх

Манăн пуçа çухатас?

Этем çапла шухăшлать,

Хăй ăшĕнче савăнса,

Çÿлтен, çÿлтен çавăнтах

Темле сасă илтĕнет:

П и р ĕ ш т и

Мĕскĕн этем, мĕн турăн?

Куçна уçса пăх, мĕскĕн,

Ухмах ĕçÿ çинелле.

Тăпра çине çавăнтах

Кайрĕ этем йăванса,

Ăнĕ тухса кайнипе

Ури анчĕ хуçăлса.

Сасартăках çил тухать,

Тухса кĕрлесе каять,

Пĕтĕм çĕре кисретсе,

Аçа шартлатса ярать.

Шуйттан юман хыçĕнче

Ахăлтатать хăрушшăн,

Ăнсăр этем патнелле

Аллисене вăл тăсать,

Ватă юман хыçĕнчех

Ахăлтатни илтĕнет:

Шуйттан çăварне карса

Ахăлтатать савăнса.

Ăнсăр этем, вилнĕ пек,

Кăвакарса кайнă хăй,

Шуйттан ăна пăхать те

Ахăлтатать хăрушшăн,

Тĕнче тĕпне хускатса,

Çут тĕнчене ишес пек,

Аслă тăват кĕтеслĕ

Çутçанталăка илес пек...

Чул çумĕнче пĕр этем

Пуçне çĕклет йăнăшса.

Ш ăл лĕ

Асапланса выртатăп,

Сăнă тухрĕ витĕрех,

Кăкăрăма шăтарса.

Мана хамăн айăпшăн

Турă асап ячĕ пуль.

Эй, турăçăм, пиччем те

Ку асапа курминччĕ,

Усал ĕçне тăвиччен

Унăн ăсне çутатсам;

Тăвансемшĕн çапăçма

Тасат унăн кăмăлне;

Вăрçă хушшине кÿртсе

Вĕрилентер чĕрине,

Тăвансемшĕн çапăçса

Тасатсамччĕ айăпне.

Вăл та çаплах, ман пекех,

Шуйттан чури пулминччĕ.

Пиччем, пиччем! Эсĕ те

Суккăр ан юл ман пекех.

Куçна уçса пăх, пиччем,

Мĕнле эпир çынсемччĕ?!

Укçашăнах çунтăмăр,

Ылттăн-кĕмĕлшĕн çунса,.

Çынна тĕрлĕ хĕстерсе,

Çынна йĕртсе-макăртса

Пуçтартăмăр пуянлăх.

Пуçтартăмăр пуянлăх

Хамăр ырă -курасшăн,

Анчах пухнă мулпала

Эпир тăранмарăмăр.

Вăрçă тухрĕ... Вăрçăра

Вилнисене çаратса

Укçа тупма, пуçтарма

Эпир вăрçа килтĕмĕр.

Анне ячĕ ÿлесе,

Пирĕн шухăша сиссе,

Урайĕнче йăваланчĕ

Мĕскĕн анне ман умра:

«Ан кай, ачам, ан кайсам,

Хăвăн пуçна пĕтерĕн,

Ан ухмахлан укçашăн,

Мĕн пурри те çитĕ-çке...»

Анчах пирĕн чĕресем

Хускалмарĕç çапах та.

Арăм ячĕ ÿлесе,

"Тăлăх юласне сиссе:

«Ан кай, ан кай, пĕтетĕн,

Чуну ÿкĕ тамăка...»

Анчах эпĕ ăна та

Итлемерĕм çапах та.

Ман шухăшра укçа çеç

Йăлтăртатса тăратчĕ.

Хăрамасăр-тумасăр

Тухрăмăр та килтĕмĕр,

Анне юлчĕ ылханса,

Арăм юлчĕ макăрса.

Анчах çÿлтен, эй,турă!

Эсĕ пире сăнанă.

Хамăн усал шухăшшăн

Эсĕ мана тавăртăн:

Вăрçа кĕнĕ-кĕменех

Сăнă чикрĕç кăкăра;

Ăнсăр пулса, йăванса

Юлтăм эпĕ хир варне

Пĕр-пĕчченех çакăнта.

Хамăн айăпа курса,

Ирсĕр ĕçĕме пĕлсе

Пăшăрханса çунмашкăн,

Пĕр-пĕчченех выçăхса

Асапланса вилмешкĕн

Тискер пушă хир варне,

Туррăм, мана пăрахрăн.

Ирсĕр чунлă усала

Тивĕçлипе тавăртăн...

Вăйăм пĕтрĕ, ÿт сивĕ,

Чĕрем ăшне хурт çиет.

Эй, турă! Айăпăмшăн

Чунтан-вартан ÿкĕнсе,

Чунтан-вартан йăлăнса,

Санран çăлăнăç ыйтатăп!

Сĕм пĕлĕтсем юхаççĕ,

Çут тĕнчене хуплас пек.'

Тамăк тĕпĕ уçăлать,

Ман чунăма çăтас пек.

Шуйттан тухать тамăкран

Ман чунăма илесшĕн.

Вилĕм, вилĕм килет ав,

Тăсать хăйĕн аллине.

Тамăк çунать ман айра,

Ав шуйттансем килеççĕ.

Эй, турăçăм, çăл мана,

Пĕтме ан пар чунăма!..

Вăйĕ пĕтсе çитнипе

Унăн чĕлхи чарăнчĕ.

Куçĕсемпе анчах вăл

Çÿле пăхса кĕлтăвать.

Татах вăйне пуçтарса:

«Эй, турăçăм»,— терĕ те

Ăнсăр пулчĕ çавăнтах

Вăйран-халран кайнипе.

Тĕттĕмленчĕ, каç пулчĕ,

Çил-тăвăл та лăпланчĕ,

Пĕчĕк ушкăн çар килет

Вилнисене пуçтарма.

Вилнисене пуçтарчĕç,

Шăтăк чавма тытăнчĕç

Сăнăсемпе, хĕçсемпе

Аслă шăтăк тăваççĕ.

Улăп юман айĕнче,

Аслă чулăн çумĕнче,

Вилнисене юрăпа

Шăтăк ăшне антарчĕç.

Ёречĕпе вырттарса

Виççĕ ÿксе пуççапрĕç,

Ура çине тăчĕç те

Виçĕ хутчен пуç тайрĕç.

«Тăпра ыран ярăпăр,

Чÿкне ыран чÿклĕпĕр»,

Тесе вĕсем уттарчĕç,

Тĕттĕм çĕрте çухалчĕç.

1907