Шиклĕхне ҫĕнтернĕ мулкач ҫинчен хывнӑ юмах

Детство на гору спешит

Кадкин Лев Кириллович


Вăрттăнлăх нумай вăрманăн.
Паянхи сăмахăм манăн
Суя мар, чăнах калатăп,
Пĕр мулкач çинчен халапăм.

Ырă кун пулман та унăн,
Вăрманти çак шиклĕ чунăн.
Чĕтресех вăл кун кунланă,
Сĕм çĕрле те шиклĕн ларнă.

Шарт! тутарчĕ пĕр турачĕ –
Кун чĕри тухса та тарчĕ.
Кранк! тесе курак çывхарчĕ –
Ку çырманалла кустарчĕ.

Кашкăра курас пулсан-и…
Чунĕ тамăках ăсанĕ,
Лăпчăнса çăмха пек ларĕ
Е тĕнче хĕрнех чуптарĕ.

Вăрманта, пĕлетĕр пурте,
Арçурисĕр чăтлăх пур-и?
Тĕл пулсан ăна пĕр те пĕр
Ху та тарăн тĕпĕр-тепĕр.

Кĕрхи çил ытла та вичкĕн,
Тĕм айне пытанчĕ мĕскĕн.
Çывăхрах çăхан сас пачĕ,
Ахлатсах куян кулянчĕ:

«Ах, шăпам пит шелсĕр манăн,
Хӳтлĕхне парсам, вăрманăм.
Мĕншĕн çук-ши ырă кунăм,
Хăрасах тухать пуль чунăм?

Каласамăр, мĕн тăвас-ха,
Шиклĕхе ăçта хурас-ха,
Мĕн тесе ăна чăтатăп?
Ак юхан шыва чăматăп.

Шиклĕхе шывра путарăп,
Пурăнма тинех пултарăп
Лăпчăнмасăр, пытанмасăр,
Никамран та хăрамасăр».

Пĕттĕр терĕ пулĕ терчĕ,
Шыв хĕрне куян вĕçтерчĕ.
Тяппине чикет – ух! cивĕ,
Ку çитмен, йĕпе-мĕн шывĕ.

«Шиклĕхе, – шутлать мăнтарăн, –
Эп кӳлленчĕкре путарăп.
Кĕрĕкĕм унта йĕпенмĕ,
Çӳçенсе шăм-шак чĕтренмĕ

Шиклĕхе хамран сиресшĕн
Çак юхан шыва сикес-и?
Витĕр йĕпенсессĕн кĕрĕк
Ǎшăнма ăçта эп кĕрĕп?

Çĕрĕпе чупса ĕшентĕм,
Ǎшăма яман хĕлхем те.
Сикиччен шыва канам-ха,
Ǎвăс вуллине кăшлам хăть».

Хыçранах çӳрет-ши терчĕ –
Квак! тени шартах сиктерчĕ.
Кам чĕппи ку, кам пăрушĕ?
Пĕчĕк хăй, сасси хăрушă.

Çăварне карать чĕрес пек,
Куçĕсем сиксе тухас пек.
Кĕç чалт! сикрĕ те çухалчĕ,
Хум кăна хыçран хăварчĕ.

«Авăрах-çке мĕскĕн путрĕ,
Йывăр чул пек чăмпăлт! турĕ.
Чим! Манран вĕт ку хăрарĕ?
Чи хăюсăрри эп мар-им?»

Шапана шелленĕ майăн
Çĕтрĕ шиклĕхĕ куянăн,
Пĕтрĕ тунсăхĕ те терчĕ.
Шиклĕхе хайхи çĕнтерчĕ.