ШИ-ШӐНКӐРЧ

Афанасьев Егор Афанасьевич



   Тупмалли

Автан авăнне ҫапать
Шăнкăрч
Пулла
Кентти ӗҫлет
Эпир иккӗн
Хăрпăк юр
Кентти тăванӗсем
Кентти тӗлӗкӗ
Кентти ӗмӗчӗ
Кентти купăсӗ
Фермăра
Кай тата ан кай
Карук сунарҫă

Шăнкăрч

Ши-шăнкăрчăм, шăнкăрчăм
Ма хурлăхлă, шăнкăрчăм?
Ма салхуллă шăхăратăн,
Юрламасăр ларатăн?

– Кĕме-ларма йăвам çук,
Йăва тума пӳртĕм çук.

Ши-шăнкăрчăм, шăнкăрчăм
Ан кулян пит, шăнкăрчăм,
Халех пӳртне тăватăп,
Сана çакса паратăп.

– Юрлăп сана тав туса,
Юрлăп сана мухтаса.

Ши-шăнкăрчăм, шăнкăрчăм
Ма савнăçлă, шăнкăрчăм?

– Кĕме-тухма пӳртĕм пур,
Чĕп кăларма йăвам пур.
Юрлап сана мухтаса,
Юрлап сана тав туса.

Пулла

Тухрăм эп вăлтапала;
Пăхрăм эп урамалла:

Анаталла,
Тăвалла.
Атя пулла,
Ярмулла!

  Шывĕ ăшă пулмалла,
Паян пулă туртмалла.
Тыт аллуна

Вăлтуна,
Атя пулла,
Ярмулла!

  Пулли çапла туртмалла,
Йăрри! путăш путмалла;

  Путăш путсан
Шалалла –
Турт тулалла,
Ярмулла.

Кентти ӗҫлет

Кентти тытрĕ мăлатук:
– Шăк-шак! Тук-тук!

Пăти тепĕр алăра.
Пар, Кентти, пар хытăрах.

Пăти кӗмĕ çапмасан,
Ĕç пулмасть, вăй хумасан.

Ай, чим, пăта вырăнне
Лекрĕ шĕвĕр пӳрнене!

Хытă тиврĕ аллине,
Кентти пур пĕр макăрмасть.

Ĕçе хăнăхнă чухне
Ыратмасăр вăл пулмасть.

Эпир иккӗн

Кенттипе иккĕн эпир
Кайма тухрăмăр пĕр ир
Ял пуçĕнчи вăрмана –
Хурăнлăха, çырлана.

Кентти тус шырать çырла,
Курсан, чăн та, кулмалла:
Хурăн çырли тенĕрен,
Куç илмест хурăн çинчен.

Тăчĕ-тăче те пăхса,
Унтан кайрӗ улăхса.

– Кентти, ан!
Кентти, ан!
Ял кулать-çке çын курсан.

Хурăн çырли – вăрманта,
Хĕвел ӳкнӗ вырăнта,
Сарă хĕвел питĕнче,
Симĕс курăк хушшинче.

Кукленмесĕр курăнмасть,
Тайăлмасăр татăлмасть.