ǍШǍ СИВĔЛĔХ

Васильева Наталья Александровна

    «Тĕссем ăшшисем тата сиввисем пулаççĕ. Ўнерçĕсем час-часах «ăшă сивĕлĕх» текен терминпа усă кураççĕ е «ăшă-сивĕ хутшăнусем» теççĕ. Нивушлĕ сана ăшă сивĕлĕх пирки никам та каласа паман? Ǎшă тĕссем те, сиввисем те темиçешер. Сулхăн урамра кам пурăннине аса ил-ха...» Эпĕ вĕсене пĕрерĕн-пĕрерĕн аса илме пуçларăм. Эсĕ, вулаканăм, астăватăн-и? Манман пулсан çак кĕлеткесене сивĕ тĕссемпе сăрласа тух. Халĕ вара Хĕвеллĕ урамра пурăнакансене илемлет. «Ǎшă тата сивĕ тĕссем хушшинче çирĕп чикĕ çук, - тет мана Хĕрлĕ сарă сăрă. - Сарă, хĕрлĕ сăрă тата хĕрлĕ тĕссене ăшшисен шутне, кăваккине, хĕрлĕ кăваккине тата симĕссине вара сиввисен йышне кĕртме йышăннă». Манăн сăрăсем мĕншĕн ушкăнăн-ушкăнăн вырнаçса тухнине пĕлес килсе кайрĕ. Хĕрлĕ сарă тĕс манăн çак ыйтăва та хуравсăр хăвармарĕ.