Шăпчăкпа чĕкеç пулни

Народное творчество

Тăлăх арăмăн Силкепи ятлă хĕрĕ хăй пек тантăшĕсемпе шыва кĕме кайнă. Çавал хĕррине çитнĕ те саланса шыва сикнĕ. Шывра савăнăçлăн ишнĕ, чăмнă, кулнă.

Тантăшĕсем шывран тухнă та кĕписене тăхăнса киле май чупнă. Силкепи те шывран тухса кĕпи патне пынă, кĕпи çинче çĕлен выртнă. Хĕр ача хăвалама тăнă, çĕлен пуçне çĕкленĕ те этем сассипе:

Силкепи, мана качча пыратăн-и? — ыйтнă.

Хĕр ача макăрса янă. Çĕлен кĕпене паман.

Кĕпене парсан эсĕ каланине тăвăп, - тенĕ именчĕклĕн хĕр ача.

Качча мана пыратăн-и? - тата ыйтнă.

Кĕпене парсан пырăп, - тенĕ калама аптраса хĕр. Çĕлен кĕпене панă. Хĕр кĕпене тăхăнса килне чупнă. Килне çитсен амăшне каланă:

Паян Çавал хĕрринче шыва кĕнĕ чух ман кĕпе çине çĕлен тухса выртнă. Мана качча пыратăн-и, качча пымасан кĕпÿне памастăп терĕ. Кĕпе илесшĕн качча пырăп, терĕм. Мана вара кĕпе пачĕ, - тенĕ хĕрĕ.

Амăшĕ ĕненмесĕр:

Качча каясшăн тĕлĕкре аташнă пулĕ эсĕ, - тенĕ.

Эрне çитнĕ-и, çитмен-и, Силкепи пÿрчĕ патне пĕр кĕтÿ çĕлен çитнĕ. Çĕленсене курсан хĕрĕн сехри хăпнă.

Апай, халь çĕленсем мана илме килчĕç, - тенĕ.

Ан ухмахлан, сан пата çĕленсем килеççĕ-и? – тесе ĕненесшĕн пулман. Çĕленсене курсан хăй те хăраса ÿкнĕ. Часрах пÿртĕм, пÿрт алăкĕсене питĕрсе лартнă. Çĕленсене ниçтан такĕмелли пулман. Çĕленсем килкартинчен каялла шуса тухнă тачи мăнни пĕр çăмха пулса, чупса пырса çĕтĕлсе кантăк чÿречине пырса çапнă. Кантăк чÿречи ванса кайнă. Çĕмрĕк кантăк витĕр пÿрте çĕленсем кĕрсе тулнă. Силкепи кăмака çинче кĕтесре шарламасăр хĕсĕнсе ларнă. Çĕленсем хĕре тупнă та урайне сĕтĕрсе антарнă, часах шыв хĕрне илсе кайнă.

Амăшĕ хыçалтан макăра-макăра чупнă, анчах ниепле те çитеймен. Çĕленсем Силкепине Çавала илсе кĕрсе кайнă. Йĕрĕ те, палли те юлман. Амăшĕ: «Ман хĕр пĕтрĕ», - тесе кулянса макăрнă.

Çĕр иртет те кун килет, кун иртет те çĕр килет. Çапла пĕрре Силкепи хĕрĕн амăшĕ кантăк витĕр пăхса ларнă. Ларсан, ларсан, вăл хăй патнелле Силкепи килнине курнă. Ывăл ачине çавăтнă, аллине хĕр ача йăтнă. Амăшĕ хĕре питех те хавасссăн кĕтсе илнĕ, ытала-ытала чуп тунă. «Ăçта пурăнатăн, кусем кам ачисем?» - ыйту çине ыйту парса тĕпченĕ амăшĕ.

Кăсем ман ачасем. Хурăн пуçлă çĕлен мана качча илчĕ. Питĕ лайăх, юратсах пурăнатпăр. Эпир шыври патшалăхра, -тенĕ Силкепи.

Унта пурăнма аван-и? — ыйтнă амăшĕ.

Кунтинчен нумай аванрах, - тенĕ хĕрĕ.

Амăшĕ хĕрне хăй патĕнчен ярасшăн мар, хăй патне юлма, хăварасшăн тимленĕ. Анчах хĕрĕ юласшăн мар, старикки патне каясшăн хыпăннă.

-Хĕрĕм, мĕнле кайăн-ха унта? — ыйтнă амăшĕ.

Хĕрĕ каланă:

-Çавал хĕррине пыратăп та, Шурти, Шурти тухса ил,эпĕр килтĕмĕр тесе кăшкăратăп. Вăл тухса пире илсе кĕртет, -тенĕ хĕр.

Амăшĕ хĕрне каланă:

- Килнĕ килнех, çĕр выртса кайăр. Ыран та кайăр, - тесе йăпатнă. Хĕрĕ выртма килĕшнĕ. Хĕрĕ Силкепи выртса çывăрсан амăшĕ пуртă йăтнă те Çавал хĕррине кайса:

- Шурти, Шурти тухса ил, эпир килтĕмĕр?! - тенĕ.Çĕлен шыв хĕррине тухать те хĕрĕн амăшĕ çĕлене пĕррех касать. Çĕлен пуçĕ татăлса кайнă. Пĕтĕм Çавал хĕп-хĕрлĕ пулнă. Амăшĕ киле таврăннă.

Ирпе Силкепи тăнă та:

-Апай, эпĕ киле каяс тетĕп. Старик кĕтсе ывăнчĕ пуль. Кунта темшĕн кăмăллă мар, темле йывăр, - тенĕ.

Силкепи хĕрне алла илнĕ те ывăлне çавăтса тухса утнă. Амăшĕ çилленнĕ, нимĕнле кучченеç те парса яман. «Апай ман çине мĕншĕн çилленнĕ-ха, пĕр кучченеç те парса ямарĕ?» - тесе Çавал хĕррине çитнĕ.

Шыв хĕррине çитсен:

- Шурти, Шурти тухса ил, эпир ачасемпе çитрĕмĕр! — тенĕ Силкепи. Тухакан çук.

Тата хытăраххăн: Шурти, Шурти, тухса ил, эпир ачасемпе çитрĕмĕр!- тенĕ.

Тухса илекен çук.

Шыв çине пăхнă та Çавал шывĕ хĕп-хĕрлĕ, çиелте çĕлен пуçĕ юхса çÿренине куррнă. Хĕр хăйĕн упăшкине вĕлернине пĕлнĕ те ачисене чуп туса:

-Ачамсем, сирĕн аçăр çуккă, ан пултăр. Хĕрĕм, эсĕ чĕкеç, ывăлăм, эсĕ шăпчăк кайăксем пулăр, эпĕ куккук кайăк пулам. Вилнĕ упăшкамшăн хуйхăрса авăтса çÿрем, - тенĕ.

Вĕсем вара виççĕшĕ те виçĕ еннелле вĕçсе кайнă.