ШĂНКĂРТАТСА ШЫВ ЮХАТЬ

Иванов Константин Васильевич

Шăнкăртатса шыв юхать

Çÿллĕ валак пуçĕнче,

Кĕмĕл пекех ялтăрать

Шывĕ хĕвел çутинче.

 

Кĕмĕл мерчен тухъяпа

Сарă хĕрĕ шыв ăсать,

Сарă каччă, калаçса,

Хăй лашине шăварать...