Шӑнкӑрчсем

Кадкин Лев Кириллович

Тинех вĕҫсе килнĕ!
Тинех вĕҫсе килнĕ!
Тинех шӑнкӑрчсем кӑнтӑртан вĕҫсе килнĕ!
Юртан тасалать пӳрт тӑрри: пат та пат!
Тумла сассипе ҫут тĕнче вӑранать.

Хĕвелĕ пĕр вĕҫĕм хаваслӑн кулать,
Çурхи шыв-шура ҫырмана хăвалать.
Килсем, шӑнкӑрч тусӑм, кĕрсем йӑвуна,
Çĕн пӳрт килĕшсен шăрантар юрруна.